Ун пирки «шăп» чир теççĕ. Усал шыçăпа, чĕрепе юн тымарĕсен амакĕпе танлаштарсан, остеопороз çинчен сахал çыраççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн (ВОЗ) пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, остеопороз инвалида тухассин тата вилессин сăлтавĕсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра тĕнчере остеопорозпа 200 миллион хĕрарăмпа 120 миллион арçын аптăрать. Раççейре вара 14 миллион çыннăн çак чир пуррине тупса палăртнă. Латин чĕлхинчен куçарсан «остеопороз» «хавшак шăмăсем» тени пулать. Ку чир этеме сасартăк çулăхать. Çак диагноза ытларах чухне шăмăсем хуçăлма тытăннă хыççăн кăна çирĕплетеççĕ. Чи хăрушши — хуçăлнă хыççăн суран йăл илеймест. Тĕслĕхрен, пĕçĕ шăммине хуçнисен 20 проценчĕ çулталăк хушшинче вилет, 40 проценчĕ ятарлă туясăр утаймасть. Остеопороз шăмă патракланнипе çыхăннă чир. Унăн тытăмĕн ĕçĕ пăсăлнипе, шăмă пĕчĕкленнипе пулать. Кун пек чухне вăл кăштах суранлансанах е аманмасăрах хăвăрт хуçăлать. Остеопорозпа кам ытларах чирлет? Климакс тỹссе ирттернĕ хĕрарăмсем ытларах асапланаççĕ. Пĕтĕмлетỹсем палăртнă тăрăх, 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăм шăмă хуçăлнипе нушаланать. Çавăнпа остеопорозпа чирлĕ пациентсен 80 проценчĕ — аслă ỹсĕмри хĕрарăмсем. Палăртмалла, имшеркке хĕрарăмсен менопауза хыççăн шăмă тĕртĕмĕ ытларах çухалать. Самăртараххисен вăл 10 процент ытларах. 70-тен иртнĕ арçынсен те çак чире парăнас хăрушлăх пур. Вĕсене çут çанталăк çирĕпрех шăмă панă, çавăнпа хуçăласси сайрарах пулать. 50 çултан иртсен шăмă тĕртĕмĕ çулсерен 0,3-0,5 проценчĕ çухалать. Хĕрарăмсен — 35 çултан, арçынсен 45-рен шăмă виçи чакса пырать. Остеопороза аталанма çыннăн пурнăç йĕрки те, вăраха кайнă чирсем те витĕм кỹреççĕ. Пирус туртакан, эрех-сăрапа айкашакан хĕрарăмсен менопауза иртерех пулать. Алкоголь çавăн пекех шăмăсене çĕнелме чăрмантарать. Эрех ĕçекенсем йĕркеллĕ апатланмаççĕ, çавна май организма питĕ кирлĕ витаминсем, белок, çу, кальци, магни, фосфатсем çитмеççĕ. Анчах çу çитменни кăна мар, ытлашши пулни те сиенлĕ. Кальци, Д витамин чылай вăхăт çитменни, сахал хускални чире аталанма витĕм кỹреççĕ. Остеопороз тĕрлĕ чире пула япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан та пулать. Эндокрин тытăмĕн чирĕсем, гормонсемпе, гепаринпа сипленни витĕм кỹреççĕ. Çавăн пекех сахăр, ỹпке чирĕсем, ревматоидлă артрит чухне хăрушлăх пур.
Чир-чĕртен упранас тесен сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла. Хускану — пурнăç тетпĕр. Çавăнпа та куллен хускану тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрар.
Эльвира КУЗНЕЦОВА,
терапевт тухтăр.