Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Тăрăм территори пайĕнче сахал мар мероприяти йĕркеленĕ.
Тĕп уявчченех ялсенчи палăксен çывăхне, Тăрăмри футбол лапамне, Тип Тимешри пĕве хĕррине 150 хыр, 130 чăрăш, 40 туя, 20 юман хунавĕсем лартса хăварнă. Вĕсене «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Мясников кỹрсе килнĕ.
Халĕ çамрăк йывăçсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси кăна юлать. Вĕсем те ветерансемшĕн палăк вырăннех пулччăр.
Людмила ЕНЕДЕРОВА.

