Раççей Вĕренỹ академийĕн академикĕ Геннадий Волков этнопедагогика пионерĕ пулни кашнине паллă. Çак ăслăлăха çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пуçарнă май, пархатарлă ĕçе нумай çынна явăçтарнă. Геннадий Никандровичăн ырă енĕ — вăл халăхшăн çунакан, чунне паракан çынсене курма, тупма пĕлни, вĕсене çак ĕçе тата хастартарах хутшăнма, хавхаланма майсем туса пама пултарни.

Пирĕн ентешĕн ĕçне чун-чĕре туртăмĕпе малалла тăсакансем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те сахаллăн мар. Хăй вăхăтĕнче вĕсем академик ертсе пынипе наука кандидачĕн, докторĕн диссертацийĕсене хỹтĕленĕ.
Инженерипе педагогика технологийĕн кафедринче чылай çул тимленĕ Геннадий Никитин профессор та çав йышран. Унпа курнăçса сăмахлама та май килчĕ.
— Геннадий Андреевич, пĕлес килет, академикпа эсир мĕнле паллашнă?
— 1992-2001 çулсенче эпĕ республикăри учительсен пĕлĕвне ỹстерекен институтра аслă преподаватель, доцент пулса ĕçлерĕм. Маларах, каласах хăварам, Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш ГПТУна пĕтерсен Шупашкарти сĕтел-пукан фабрикинче столярта, фанеровщикра тăрăшрăм. Икĕ çул çар ретĕнче тăтăм. Пединститутăн ỹнерпе графика факультечĕн дипломне алла илсен 9 çул Çĕмĕрлери, тĕп хулари шкулсенче ĕç, ỹкерỹ тата черчени предмечĕсене вĕрентрĕм.
Учительсен институтĕнче этнопедагогика лабораторийĕ пурччĕ. Геннадий Никандрович ун чухне пирĕн пата Мускавран килнĕччĕ. Эпĕ этноэстетика направленийĕпе ĕçленине пĕлтертĕм. «Малалла та çав енĕпе тăрăш», — терĕ вăл кăмăллăн.
Кайран, тĕл пулмассерен, алă памастчĕ вăл, ыталаса: «Шăллăм», — тетчĕ.
— Сире этнопедагогикăри этноэстетика «ашшĕ» теме пулать: унăн никĕсĕ çинче эсир чăваш халăх ремеслине чĕртетĕр.
— Çапла. Ку ĕçе студентсене те явăçтаратăп. Тĕрлĕ япаларан: йывăçран, металран, чулран, улăмран, курăкран чăваш тĕрри-эрешлĕ хатĕрсем ăсталама, вĕсемпе парксемпе скверсене капăрлатма пулать. Манăн вĕренекенсем вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлесе Çĕнтерỹ орденне те хатĕрленĕ.
Хальхи вăхăтра нумайăшĕ чаплăлăхпа антăхнă май, кил-çуртри кивĕ тупрасем «ытлашшине» çаврăнаççĕ. Вĕсене пĕтме памалла мар.
Çакна та каласшăн: наци костюмĕсен ăстисен халăх искусствин çăл куçĕсене тишкерни пăсмĕччĕ. Тĕрĕ, капăрлăх формисене хăйсене кирлĕ пек улăштарни тата кирлĕ пек шута илмесĕр вырнаçтарни çапла калама хистет. Искусствоведсен, этнографсен тата ученăй-педагогсен — Г.Волковăн, А.Трофимовăн, В.Николаевăн, Г.Иванов-Орковăн, В.Ивановăн тĕпчевĕсем пысăк пулăшу кỹрĕччĕç ку тĕлĕшпе.
— 1991 çулхи юпа уйăхĕнче «Хыпар» хаçат журналисчĕ Геннадий Волков академикран интервью илнĕ. Вăл пĕр ыйтăвĕнче «…Чăваш çыннин характерĕнчи йăвашлăха пĕтерсе пымалла» тенĕ. Аксакал çапла хуравланă: «Эпĕ шутлатăп та, хам та пит йăваш. Именỹллĕ… Хĕр те, ывăл та йăваш ỹсет. Эпĕ хамра йăвашлăха çĕнтереймерĕм. Ăс-тăн кĕрешĕвĕнче пулсан хăюллах калаçатăп-ха…»
Эсир, Геннадий Андреевич, Хĕрлĕ Чутай ачи, тỹррĕн каланăшăн каçарăр та, ун пекех йăваш вĕт. Академик вара чăвашсене Чутайсем пек вĕри пулмалла тесе каланине пĕр хутчен мар илтнĕ.
— Вăл çапла-ха. Кашни халăхăн хăйĕн менталитечĕ. Юнашар ялсене илсен те уйрăмлăх пур. Çынсен хушшинче вара пайтах расналăх. Иван Яковлев çутавçă палăртнă тăрăх, çав йăвашлăх пурри, хирĕçỹ çукки хамăра упраса хăварма пулăшнă пулĕ.
Мана «йăваш» терĕн те, холерик пулсан наукăра хăвăн вырăнна тупасси пирки шутламалли те çук. Малалла каясси пирки каламăпăр та. Эпĕ çак таранччен никам çине те сасă хăпартса курман. Вăл хăвна хирĕç çаврăнса тухнă пулĕччĕ. Хама алăра çирĕп тытма тăрăшатăп.
Çавна май пĕр тĕслĕх аса килчĕ-ха. Çамрăк учительсене «йывăр» классене ертсе пыма паратчĕç. Шупашкарти 22-мĕш шкула ĕçлеме пырсан çапла пулчĕ те. Ачасем нумаййăнччĕ класра. Мана сăнаççĕ, эпĕ — вĕсене. Пĕри çаксенчен уйрăларах тăрать: «атаманĕ» пулас. Ăна хам енне мĕнле çавăрмаллине шутлатăп.
Мастерскойĕнче ĕç урокĕ ирттеретĕп. Йывăçпа ĕçлекен станокпа япала ăсталатăп. Халĕччен усă курман-и вĕсем унпа — калаймастăп, пысăк кăсăкланупа тинкереççĕ. Станокпа ĕçлеме çак ачана сĕнтĕм. Кăштахран килĕшсе те кайрĕ ăна. Темиçе кунтан хĕр ачасем алăк уçса вăрттăн пăхса тăма пуçларĕç. Вăхăт иртсен çаксем те занятие ман пата çỹреме тытăнчĕç. Хĕрарăм вĕрентекенĕн çакăнпа çырлахмалли кăна юлчĕ. «Атаман» вара манăн тĕп пулăшакан пулса тăчĕ.
— Çав йăвашлăх тени ỹнерçĕсен çумне те «çыпçăннă» пулĕ тетĕп. Кама пĕлетĕп — пурте çапларах. Эсир илемлĕх тĕнчинче те палăрма пултарнах.
— Палăрасси-мĕнне халь калама хĕн, анчах туртăм пысăк пулнă. Уйрăмах пейзажа тĕпе хураттăм. Ку е урăх жанр-и, кашнинче тенĕ пекех философиллĕ шухăшлава палăртма тăрăшаттăм. Шупашкарти ỹнер музейĕнче, «Октябрь» кинотеатрта, Çĕмĕрлере, Пăрачкавра иртнĕ куравсене хутшăннă. Унта валли Праски Витти художник хăй суйласа илнĕччĕ картинăсене. Çав шутран манăн 5 ĕç, ытти студентсен — пĕрер. 1987 çулта мана хăй тĕллĕн вĕреннĕ çамрăк ỹнерçĕсен пĕрлешĕвĕн членне илчĕç.
«Земля родная», «Страда», «Первый букет» тата ытти хăш-пĕр ỹкерчĕк маншăн паян та чун киленĕçĕ. Вĕсем те мана наукăна куçма, этноэстетикăна тỹрремĕн алла илме витĕм кỹчĕç пулинех.
— Этноэстетика дидактики, урăхла каласан, халăхăн илемлĕх тупсăмĕпе формисем çинчен калакан вĕрентĕвĕ çинчен чарăнса тăрар-ха.
— Кун пирки маларах асăнтăм-ха ĕнтĕ. Наукăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çул пулсан, çурри ытларахăшне шăпах этноэстетикăна халалланă. 2000 çултан обществăлла майпа Г.Н.Волков академик ячĕллĕ этнопедагогикăн ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ĕçлерĕм. 2017 çултанпа унта — аслă наука сотрудникĕ. Вун икĕ монографи, 20 яхăн учебникпа вĕренỹ пособийĕн, 8 вĕрентỹ программи авторĕ. Раççей тата ун тулашĕнчи журналсенче 27 статья пичетленĕ. Пурте вĕсем Геннадий Волковăн ăс-хакăлĕпе еткерлĕхне тĕпчессипе, этноэстетика пахалăхĕн никĕсĕсене çутатассипе çыхăннă. Çывăх вăхăтра, калас пулать, манăн черетлĕ кĕнеке çапăнса тухмалла. Унта Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕн Римма Парферьеван виçĕ вĕрентекенĕн ỹнер ĕçĕсемпе те паллашма пулĕ.
— Учитель çитĕнĕвĕ — унăн вĕренекенĕсенче. Эсир тĕрлĕ çулта доцент, кафедра заведующийĕ, докторанчĕ пулса тăрăшнă тапхăрта ĕç, ỹкерỹ тата черчени учителĕсене сахал мар вĕрентсе кăларнă. Вĕсемпе çыхăну пур-тăр паян?
— Епле ан пултăр! Сирĕн округри Алексей Казаков, Сергей Долгов, Галина Королева педагогсен çитĕнĕвĕсене курса-пĕлсе тăратăп. Вĕсен «ачисем» тĕрлĕ шайри предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче мала тухсан хам та савăнатăп.
Тепĕр майлă тĕслĕх: Эдуард Иванов аслă шкул пĕтерсенех çар ретне тăчĕ. Службăна вĕçлесе таврăнсан тỹрех ман пата ĕçе килчĕ вăл, вĕренỹ çулĕсенчи тĕревшĕн тав турĕ. Вăт, çакăн пек кăмăллă кĕтменлĕх те пулать.
— Г.Н.Волков ячĕллĕ икĕ учреждени — сирĕн институт тата Аслă Елчĕкри вăтам шкул хушшинчи туслă çыхăну çулсерен çирĕпленсе пырать.
— Тĕрĕсех. Академик ячĕпе кăçал республика шайĕнче 6-мĕш хутчен «Асамат кĕперĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртмелле. Эпир, преподавательсем, унăн ĕçне кашнинчех тулли кăмăлпа хутшăнатпăр, мĕншĕн тесен шкулта курмалли, конкурсантсенчен илмелли сахал мар.
Этноэстетикăпа çыхăннă секци те нумайăшне пĕрлештерет унта. Аслă Елчĕк шкулĕн педагогĕсем вара пирĕн патăмăрта — педуниверситетра кашни çул йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери «Волков вулавĕсем» конференцие хутшăнаççĕ. «Асамат кĕперĕ» çапла нумай çул çыхăнтарса тăрĕ пире.
…Геннадий Никитин Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Кивĕ Ирчемес ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 2-шĕ ял хуçалăх, ыттисем педагогика институчĕсенче пĕлỹ илнĕ. Геннадий Андреевич — педагогика наукисен кандидачĕ, РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Г.Н.Волковăн «Педагогикăри çитĕнỹсемшĕн» паллипе тата нумай Хисеп хучĕпе чысланă.
…Этнопедагогика уйĕнче этноэстетикăн сумлă лавне чылай çул ăнăçлă туртать Аслă Елчĕк шкулĕн çывăх тусĕ. Çапла майпа чăвашсен пурлăх культурин аталанăвне тăтăшах çĕнĕ сывлăш кĕртет. Куç курăмра пурнăçăн 70 çулхи таппи хирĕç чупать пулин те, «лашине тăварма» иртерех-ха. Ку тĕлĕшпе ĕçтешĕсемпе — Светлана Михеева, Людмила Данилова, Светлана Павлова наука хастарĕсемпе пĕр тĕвĕре пулни те çăмăллăх.
Николай МАЛЫШКИН.

