ВИЧ-инфекци — вăраха кайнă ерекен чир. Ăна вирус пуçарса ярать. Организма лекнĕ вирус унта яланлăх юлать тата улшăнса пырать. ВИЧ-инфекцие саракан çын нумай çул хăйне сывă туйма, ĕçлес пултарулăхпа пурăнма пултарать. Инфекци СПИДа куçиччен çын хăй чирлине тата ыттисене çак чире ертес хăрушлăх пуррине пĕлмессе те пултарать. Диагноза ятарлă тестпа усă курса ирттернĕ тĕрĕслев уçăмлатать. Вирус юнра, ар шĕвекĕнче, вагина секретĕнче тата кăкăр сĕтĕнче тытăнса тăрать, сывă çыннăн организмне ỹтри суран, лăймака сий тата юн, ар çыхăнăвĕ урлă, юн панă е илнĕ (çав шутра наркотиксене юна таса мар шприцпа янă, стерилизацилемен инструментсемпе татуировка, пирсинг, маникюр, педикюр тунă) чухне ерет. Чир антиретровируслă препаратсемпе хими профилактики туман çире пур хĕрарăмран çуралма ĕлкĕреймен пепкине ерет, çавăн пекех ача çуратнă е ăна кăкăр ĕмĕртнĕ чухне те лекет.
ОРВИпе час-часах чирлени, ỹт температури 2 эрне ытла пысăк тăни, вар витти пулни сисчĕвлентермелле. Юлашки тапхăрта çын хăвăрт начарланать. Пуçа минретекен япаласемпе ашкăнсан, хỹтĕленмесĕр ар çыхăнăвне кĕрсен çыннăн хăйĕнех анализ парасси пирки шухăшламалла — пĕр çулталăкра 1 хутчен те пулин анализ памалла.
Чире ертнĕ хыççăн ăна тупса палăртиччен 1-2 çул иртет. Операцие каякансене, диспансеризаци вăхăтĕнче те ВИЧ-инфекци анализĕ илеççĕ. Диагноза эпидемиологи, клиника, лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Чиртен сывалма пулмасть. Çĕнĕ йышши препаратсем вируса пĕтереймеççĕ, ăна сарăлма памаççĕ кăна.
СПИДран мĕнле упранмалла? Чи кирли — сывă пурнăç йĕркине пăхăнни. Çемьери хутшăнусен тасалăхне упрани. Ар çыхăнăвне тĕлли-паллисĕр кĕменни, ку енĕпе шанчăклă партнер пулни пулăшать. Чирлĕ хĕрарăмсен тин çуралнă пепкисене антиретровирусăн хими терапийĕпе вăхăтра тивĕçтермелле, кăкăр ĕмĕртмелле мар. Наркотикран, сиенлĕ йăласенчен аякра тăни те чиртен упрать.
Рената ШАКОВА,
нарколог тухтăр.

