Ульяновск облаçĕн наци-культура автономийĕ çулсерен чăвашсем йышлă пурăнакан хуласемпе районсенче Акатуй йĕркелет.

Вырсарникун Димитровград хулинчи юрăпа спорт уявне те халăх чылай пуçтарăннă. Илĕртỹллĕ вырăнта — «Пĕве хĕрринче» лапамра тĕрлĕ ял-хуларан килнĕ пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа килентернĕ, вăйă-конкурс, вăй-хал тупăшăвĕсенче кашниех хăйне тĕрĕслеме пултарнă.
Йыхрава Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Шуçăмпа» «Тускил» ансамбльсем те хапăл тунă май, хула çыннисене 14 юрă парнеленĕ вĕсем. Яланхиллех «Яльчики» юрра уйрăмах хапăл пулнă. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Вениаминпа Наталия Муллинсем дуэт шутĕнче те тыткăнланă куракансене.
Акатуй программипе килĕшỹллĕн «Выля, хут купăс» конкурс та иртнĕ. Пирĕннисем кунта та маххă паман: Иван Шурбина, Валерий Архипова, Вениамин Муллина, Николай Карамаликова чи пултаруллисен дипломĕсемпе чысланă.
Кил хуçисем Тỹскелсене çитес çулхи уява халех йыхравланă.

