Çакă çутă тĕнчере хăш-пĕр патшалăха темĕн çитмест — тăтăш вăрçăнасшăн. Ĕмĕрсен тăршшĕнче пирĕн çĕрсене миçе хутчен хапсăннă-ши вĕсем?
III Александр император хăйĕн ывăлне II Николая çакăн пек халал хăварнă: «…Всех слушай, но принимай решение сам. Помни, у России нет друзей, наша великость вызывает у них зависть. Опирайся на церковь, а церковь всегда с народом».
Çак йĕркери шухăшсем чăнлăхра пулнине паян та курса ĕненетпĕр мар-и? Вăрçă «вăййине» юратакан Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсене те, ун çумĕнче моçка евĕр чупкалакан Европăри чылай çĕршыва та Раççейĕн мăнаçлăхĕ, вăй-хăвачĕ, пуянлăхĕ çав тери вĕчĕрхентерет-тĕр. Тĕрлĕ наци çынни килĕшỹпе туслăхра пурăнни те, тĕрлĕ тĕн конфессийĕсен пĕрлĕхĕ çирĕп пулни те вĕсене канăç памастех. Дональд Трамп темиçе хутчен те çапла каланăччĕ: «Раççей Наполеона та, Гитлера та çĕнтернĕ». Эппин, ятарлă çар операцийĕнче те çавнашкал финал пулассине палăртасшăн вăл. «Клоун» та, «автанпа» «ỹпке-пĕвер кăлпассийĕ» тата ытти вĕсен хỹрешкисем те çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Анчах Раççее вăйпа илме çуккине кура, ăна тĕрлĕ майпа хавшатма тилмĕреççĕ. Паллах, вĕсен сĕмсĕрле тĕллевĕсем тỹрре тухмĕç.
Украина, ятарлă çар операцийĕнче чакса пынă май, çапăçăва вăхăтлăха чарасси пирки сăмахлама пуçларĕ. Кунашкал мирлешỹ тапхăрĕ тата вăйлăрах хĕç-пăшалланма çеç кирлĕ ăна. Вăл килĕшĕве халĕччен те пăхăнман: Мăнкуна, Аслă Çĕнтерĕве паллă тунă кунсенче пирĕн территорисем çине пеме чарăнман. Çавăнпа тăшмана шанмалли çук.
«Клоуна» Дональд мучи урлă лĕпкине пусни лайăх-ха, анчах… АПШ ăна хăй пулăшу пама чарăнманни сисчĕвлентерме кирлĕ. Çакна манмалла мар: Америка ыттисенчен вăйă правилисене пăхăнмаллине ыйтать пулсан та, уншăн вара нимĕнле закон та чăрмав мар.
Раççей патшалăхне такăнтарас тĕлĕшпе темĕнле механизм та ĕçлет. Пире тỹрĕ çултан пăрас тĕллевпе идеологи вăрçи те чылайранпа пырать. Халĕ вăл «информаци» сăмаха çывăх, ĕçĕ — çавах. Вирлĕхĕ вара ỹснĕ тесен тĕрĕсрех те. Хĕç-пăшалсăр çак вăрçа йĕркелекенсем хăйсен ĕçĕн ăнăçăвне ачасемпе, çамрăксемпе çыхăнтараççĕ. Меслечĕ, майĕ туллиех: фильмсем, компьютер вăййисем, социаллă тетелсем урлă вĕсен кăмăл-туйăмĕсене, тыткаларăшне улăштарас тĕллевлĕ. Çапла майпа гуманизма хирĕçле пахалăхсене — индивидуализма, эгоизма аталантараççĕ. Телевиденин уйрăм каналĕсенче те тỹрĕ пурнăç йĕркипе килĕшсе тăман передачăсем е кадрсем сахал мар. Вĕсенчи е ытти çăл куçри вăрттăн психологи наркăмăшĕ тỹрех вăя та кĕмĕ, анчах вăл пĕчĕккĕн сарăлса çивĕчлĕхе çаврăнма пултарать. Информаци çĕнĕ, илĕртỹллĕ пулнăран ача ăна пушшех ăса час хывать. Тăшманшăн унăн хура ĕçĕсене тума явăçтарассинче çамрăк ăру — тĕп мишень.
Астăватпăр: А.Навальный политика провокаторĕ ачасене хутшăнтарса, вĕсен урлă массăлăха ỹстерсе йĕркесĕрлĕхе çул пама хатĕрччĕ. Вăхăтлă пăчлантарчĕç. Унашкалли малашне пулмĕ тесе те шантарма çук — сыхă пулмалла, мĕншĕн тесен Майдана пуçарнă Америкăн хĕтĕртỹ çăл куçĕ иксĕлми…
Мошенниксен схемисем çĕнелсех пыраççĕ. Ачасем урлах вĕсен ашшĕ-амăшĕн енчĕкĕсене пушатни, шел, куллен вăйланать. Ку кăна та мар. Çитĕннисен шанăçне хăвăрт кĕрекенсене преступлени тума явăçтарасси вăй илчĕ: ячĕ те хăнăхманскер — дроппер.
Е тата банкоматсене, çăмăл автомашинăсене çунтарни, палăксене варалани, террорла ĕçсем тума явăçтарни. Çакнашкал преступленисем тума хĕтĕртекенсен йăви — Украина территорийĕнче. Унта, пĕлетпĕр, фашистсем майлă çапăçнисене наци геройĕ туса хучĕç, историе пĕтĕмпех Раççее хирĕçле шухăшсемпе вĕрентеççĕ. «Нацистсене тĕп тумалла», — тетпĕр, çав вăхăтрах унăн «чĕпписем» вăй илсе пыраççĕ.
Вĕренỹ учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрура патриотла туйăмсене çирĕплетес тĕллевпе юлашки çулсенче кăтартуллă ĕçлени палăрать. Унăн витĕмлĕхне информаци хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарсан вырăнлă пулма кирлĕ. Цифра, финанс пĕлĕвĕсен сехечĕсем те ытлашши пулас çук.
…Пуçа капланса килнĕ шухăшсен сарăлăвĕ пысăк. Вĕсем муниципалитет чиккинчен тухмасан та, паллă эпиграфпа усă курса тĕнче илтмеллех кăшкăрас килет: «Ачасем, атя, туслă пурăнар!»
Н.ГАВРИЛОВ.

