«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн «Медицина кадрĕсем» федераци программипе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больницăра кадрсен дефицичĕпе ĕçлесси малалла тăсăлать.
Тĕмер ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче çĕнĕ заведующи — Екатерина Кондратьева ĕçе пуçăннă. 400 ытла çын пурăнакан ялшăн ку чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулăм — ялта чылай çул яланхи медицина ĕçченĕ пулман. Халĕ вырăнти çынсем медицина пулăшăвне вăхăтлă та тулли илме пултараççĕ.

Екатерина Александровна пирĕн тăрăха Ульяновск облаçĕнчен куçса килнĕ. Ульяновскри фармацевтика колледжĕнче «Сестринское дело» специальноçа алла илнĕ хыççăн маларах вăл асăннă хулари пĕр поликлиникăра участокри медицина сестри пулса ĕçленĕ, опыт пухнă. Ялта çуралса ỹснĕскерĕн вара чунĕ ялаллах туртнă. Интернетра хăйĕн профессийĕпе вакансисене тишкернĕ май Елчĕкри тĕп больницăна специалист кирлине курсан унти ертỹлĕхпе шăнкăравласа калаçнă, çакăн хыççăн кунта куçса килме йышăну тунă.
«Медицина ĕçченĕн профессине ачаран килĕштеретĕп эпĕ. Хамăн ĕçпе пациентсене усă кỹрессине шанатăп», — пĕлтерет шухăшне мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалист.
Çĕнĕ ĕçчене методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе малтанхи кунсенчех ФАПра Алина Васильева тĕп врач пулчĕ. «Структура пайĕсене квалификациллĕ медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси — пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. 2025 çулта эпир округри халăха медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшса медицина ĕçченĕсемпе тата та килĕшỹсем çирĕплетме палăртатпăр», — терĕ вăл. Сăмах май, Алина Геннадиевна çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчен «Сиплев ĕçĕ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноçĕсемпе вĕренсе тухакансем валли йĕркеленĕ вакансисен ярмăрккине хутшăннă, пулас тухтăрсене ялти медицина учрежденийĕсенчи ĕç условийĕсем, специалистсене тивĕçекен социаллă пулăшу мелĕсем çинчен каласа кăтартнă, «Земство тухтăрĕ» программа пирки те аса илтернĕ.

