Чĕре сывă пулни çыннăн пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен вăл организма кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерессишĕн яваплă орган. Кашни çынах унăн сывлăхĕшĕн çамрăкран тăрăшни вара пысăк чирсене сирсе яма, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Елчĕкри тĕп больницăн кардиолог тухтăрĕ Ирина Петровна ВАСИЛЬЕВА пире чĕре сывлăхĕшĕн тăрăшмалли тĕп аспектсемпе паллаштарать:

— Статистика тăрăх, çитĕннĕ çынсен 50 проценчĕ чĕрепе юн тымарĕсен пĕр-пĕр чирĕпе аптăрать: юн пусăмĕ пысăк пулни, чĕре хавшани, аритми тата ыт.те. Хăш чух нумайăшĕ çакăн çинчен пĕлмест те. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталантарма пултаракан сăлтавсен шутне еткерлĕх (енчен те çывăх тăвансем хушшинче çак чирсемпе аптăракансем пулсан), холестерин шайĕ çỹллĕ, артери пусăмĕ пысăк пулни, сахăр диабечĕ, самăрланни, пирус туртни, час-часах стрессем пулни, сахал хускану туни кĕреççĕ. Питĕ шел, чылайăшĕ сывлăх çинчен чир палăрма пуçласан анчах шутлама тытăнать. Чĕрепе юн тымарĕсен сывлăхне упраса хăвармалли чи ансат меслет вара вăл — профилактика. Профилактика мерисем никамшăн та йывăр мар:
— Ĕç тата кану йĕркине пăхăнмалла. Кашни кун çур сехетрен кая мар хăвăршăн çăмăл физкультура хусканăвĕсене тумалла.
— Тĕрĕс апатланмалла. Рационра пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл курăк, пулă, тĕшĕллĕ, клетчаткăллă апат-çимĕç пулмалла. Уйрăмах чĕрешĕн кальций, магний, калий, В ушкăнри витаминсем усăллă. Тăвара талăкра 1 чей кашăкĕнчен сахалрах усă курни те пулăшĕ. Асрах тытăр — тăвар консервăсенче, çурма фабрикатсенче, кукăль-булкăсенче яланах пур.
— Стрессенчен май килнĕ таран хăтăлмалла: кирлĕ мар япăх информацирен, шухăш-кăмăла пăсакан телекурав передачисенчен, хаяр та усал пулăмсене çутатакан социаллă сетьсенчен пăрăнăр. Ырă та уçă кăмăллă çынсемпе хутшăнма, ырри çинчен анчах шухăшлама тăрăшмалла. Çителĕклĕ çывăрăр.
— Туртма пăрахмалла, эрех-сăрапа иртĕнмелле мар.
Çавăн пекех кашни çулах диспансеризаци е профилактика медицина тĕрĕслевĕ ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 18-39 çултисем 3 çулта пĕрре, 40 çултан аслăраххисем вара кашни çулах чĕрери улшăнусене вăхăтра палăртакан электрокардиографине (ЭКГ) тутармалла. Холестерин шайне те тĕрĕслеттермелле. Чĕре чирĕсемпе чирлес хăрушлăха вăхăтра тупса палăртса сиплеме пуçлани тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнни сире вăрăм та тулли пурнăçпа пурăнма май парĕ.
Тата кашнине çакна асăрхаттарас килет — чĕре çирĕп те сывă пултăр тесен хăвăр миçе çулта пулнине пăхмалла мар тата чир канăçсăрлантарма тытăнасса кĕтмелле мар: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен асăннă профилактика мелĕсемпе мĕн чухлĕ иртерех усă курма тытăнатăр — инфарктпа инсульт сирĕнтен пăрăнса иртес шанăç та ытларах пулĕ.

