Çĕрпỹри «Азамат» ФОКра шкул ачисен «Президент ăмăртăвĕсем» республикăри фестивалĕ иртнĕ.
Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем унта пĕтĕмĕшле зачетпа виççĕмĕш вырăн йышăннă. Команда чупуçăсен эстафетинче 3-мĕш, çăмăл атлетикăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче 2-мĕш вырăнсене тухнă. Уйрăм тупăшура Матвей Миллин çĕнтерỹçĕ, Никита Карсаков — бронза медаль хуçи.

