Четверг, 17 июля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсене — награда

Волонтерсене — награда

Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе ялсенче пурăнакансен, «Елчĕк паттăрĕсем» юхăм хастарĕсен ыр кăмăллăх шайĕ чакмасть.

Вĕсем куллен тимленипе салтаксем валли кирлĕ хатĕрсем ăсанаççĕ те. Ку тĕлĕшпе СВО пуçланнăранпах округри волонтерсен «ZOV-Яльчики» ушкăнĕ пысăк тăрăшулăх кăтартать. Хистевпе мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлакан ĕç ăнса, кал-кал пулса пырать. Ыр кăмăллăх элчисем çар операцийĕ пыракан территорисенче пулса салтаксене мĕн кирлипе тивĕçтернисĕр пуçне ентешсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçассине те тĕпе хураççĕ. Аякра тăван чĕлхепе пупленине мĕн çиттĕр? Çырусем вара хỹтĕлевçĕсен чунне пушшех ăшăтаççĕ.

Округри Акатуй чыславĕнче Çĕнтерĕве çывхартма хутшăнакан волонтерсене те манса хăвармарĕç. Хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен республикăри «Доблесть» организацийĕн ертỹçи Владимир Яковлев тата Шупашкарти «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обшествăлла пĕрлешỹ представителĕ Федор Волков хастарсен пĕр ушкăнне «За содействие СВО» медальпе чысларĕç. Юрий Кузнецов, Николай Муллин, Владимир Анисимов, Леонид Георгиев, Дмитрий Козлов, Дмитрий Судаков, Олег Андреев иерей çак пархатарлă миссие пурнăçлаççĕ те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code