Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсен пысăк йышĕ — 40 ытла ача — ГТО хастарĕсен ретне тăнă.
Ултă çултан пуçласа 13 çула çитичченхи спорт тусĕсем нормативсене 4 ỹсĕмре пурнăçланă. Пĕр кун хушшинчех вĕсем çичĕ тест витĕр тухнă.
Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов каланă тăрăх, ачасен ытларах пайĕ ылтăн значоксене тивĕçĕç.

