Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юбиляра чысланă

Юбиляра чысланă

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Юлия Емельянова иртнĕ кунсенче хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Юлия Терентьевна çак ялтанах тухнă. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Версалий Васильевич 5 çул каялла пурнăçран уйрăлнăран кинемей пĕчченех тытса тăрать кил-çурт ăшшине. Çĕр улми лаптăкне те типтерлеме пултарать-ха, чăх-чĕп те тытать. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ те иксĕлмен — «Елчĕк ен» хаçата кăмăлласа вулать вăл.

Тыл ветеранĕн ĕçри хастарлăхшăн панă наградисен шучĕ те çук. Ĕмĕрне «Победа» колхозра вăй хурса ирттернĕскер, 30 çул ытла склад заведующийĕ пулнă.

Юбиляра территори пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Тихонова тата ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Зинаида Портнова ăшшăн саламланă, Хисеп хучĕсемпе парнесем парса пысăк чыс-сум кỹнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code