Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнчи 98-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ирина Зиноновна КУКУРУЗОВА ĕне сăвакан опрератор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл 2024-2025 çулсенчи хĕллехи тапхăрта кашни ĕнерен 10650 килограмм сĕт суса илнĕ.