Кăçал çĕнĕ — «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пуçарнине вулакан пĕлет ĕнтĕ.
Унăн тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех диспансеризаци, профилактика тĕллевĕпе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ йĕркелесси. Çак мерăсене пула чĕрепе юн тымарĕн тытăмĕсен, сахăр диабечĕ, усал шыçă тата ытти чир аталанас хăрушлăха вăхăтра тупса палăртма май пур. Чирсене профилактика туни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асăрхаттарни вĕсене сиплессинчен ансатрах.

