80 çул çитрĕ парăнтарнă Рейхстаг çинче Çĕнтерỹ ялавне вырнаçтарнăранпа. Вăл вăрçă этемлĕх историне чи юнлă, чи çивĕч пулнипе кĕрсе юлнă.
Аслă Çĕнтерỹ паян — юбилейлă дата кăна мар, иртнĕ тапхăра чăнлăха тĕпе хурса тишкересси те, мир тата пĕрлĕх хакĕ пирки шутласси те, ирĕклĕхе çĕнсе илнĕ паттăрсене аса илесси те. Чи кирли вара — вăрçă историне, Çĕнтерỹ пĕлтерĕшне хальхи тата килекен ăрусем тивĕçлипе пĕлччĕр.
Эпĕ хаяр вут-çулăм кĕрлевне курман — вăрçă хыççăн тепĕр 10 çултан çуралнă. Бомбăсем çурăлнине, пульăсем шăхăрнине, ачасемпе амăшĕсем макăрнине курман, выçлăх мĕнне пĕлмен. Паян манăн та çỹçĕм кĕмĕлленнĕ ĕнтĕ. Пурăнас çулсем хушăнса пынă май чун-чĕре ĕлĕкхи патне туртать — йăх-несĕл тымарĕсен çулĕсене пĕлес килет.
Паянхи кун çакна çирĕплетсе каламах пултаратăп: Елчĕк округĕнчи Тăрăмри Владимировсен йăхĕн пуçĕ 1725 çулта çуралнă Илья Андреев шутланать. Чăваш Енри Патшалăх истори архивĕнчи 1762 çулхи документра паллă пулчĕ çакă. Православи тĕнне кĕриччен вăл Илезер Иселев пулнă. Çав çулхи çăл куçранах манăн анне (Владимирова-Яковлева Лидия Матвеевна) йăхĕ кỹршĕллĕ Пăвара 1711 çулта çуралнă Изанмурза Анбулатовран тухнине пĕлтĕм. Кайран вăл Иван Андреев пулса тăрать.
Кăçалхи паллă çул эпĕ асатте — Владимир Александрович Александров (01.07.1877 çулхи), унăн шăллĕ — Пĕрремĕш тĕнче вăрçи участникĕ Всеволод Александрович (04.02.1890), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă атте — Василий Владимирович Владимиров (05.03.1918) тата унăн тетĕшĕ Иван Владимирович (01.01.1916) çинчен те каласа пама пултаратăп.
Сăмахăма вара кукаçи, аннен ашшĕ пирки хускатасшăн. Матвей Яковлевич Яковлев 1903 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Теччĕ уесĕнчи (халĕ — Елчĕк округĕ) Çĕнĕ Пăвара кун çути курнă. Вăл ялти шкула, 1921 çулта Оренбургри çарпа физкультура шкулне пĕтернĕ. 1925-1928 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, телефонист. 1930-1931, 1932-1937 çулсенче «Сатурн» колхоза, 1931-1932 çулсенче Кĕçĕн Елчĕкри сельпона ертсе пынă. ВКП (б) Чăваш обкомĕ çумĕнчи парти курсне пĕтерсен 1938 çулта Елчĕк парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Анна Нестеровăпа, 8 ача çуратнă.
…1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшỹллĕн çĕршывра пĕтĕмĕшле мобилизаци пуçланни çинчен пĕлтернĕ. 17 çар округĕнчен 14-шĕнче 1905-1918 çулсенче çуралнисен призывне йĕркеленĕ. Анчах вăрçăн малтанхи кунĕсем пысăк çухатусемпе çыхăннăран тỹрлетỹсем кĕртме хистенĕ — фронта хушăм тăтăшах кирлĕ пулнă. Çапла майпа мобилизацин 1-мĕш тапхăрне лекменнисене те черет çитнĕ. Манăн кукаçине повестка 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче панă, март уйăхĕнче Атăлçи çар округĕнче йĕркеленĕ 127 стрелковăй дивизин 555 стрелковăй ротине лекнĕ.
Асăннă дивизи 1943 çулхи июльччен Луганск тата Донецк республикисен территорийĕпе иртекен Миус юхан шывĕ хĕрринче оборона тытса тăнă. Августăн 18-мĕшĕнче тăшманăн позицийĕсене çине-çинех атакăланă, йывăр çапăçусенче Криницăна, Саур-Могилăна, сентябрĕн 2-мĕшĕнче Чистяково (халĕ-Торез) хулине ирĕке кăларнă. Малалла — Шахтерск, Углегорск, Енакиево. 7-мĕш числара дивизи чаçĕсем Авдеевкăна кĕнĕ.
Донбаса фашистсенчен хăтарма хутшăннă çарсене сентябрĕн 8-мĕшĕнче И.В.Сталин Верховнăй Главнокомандующин приказĕпе Тав тунă, Мускавра 224 орудирен 20 хутчен уяв салючĕ панă.
Ноябрь уйăхĕнче кукаçи тăракан дивизие 1-мĕш Украина фронтне куçарнă. Унта, Житомир-Бердичев операцине хутшăннă май, декабрĕн 31-мĕшĕнче Житомир хулине ирĕке кăларнă.
1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчен Сандомир плацдармне атакăлама пуçланă, Кельце çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, Глогаурăн хĕвел тухăç енне тухнă. Çакăнтан, февралĕн 6-мĕшĕнче Нижне-Силез операцине пуçарсан, Губен хули çывăхĕнчи Нейсе юхан шывĕ патне çитнĕ.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче Виççĕмĕш рейх тĕп хулине ярса илес тĕллевпе тапăну операцийĕ пуçланнă. Тăшман унти юхан шывсемпе, кỹлĕсемпе, каналсемпе тата пысăк лаптăк йышăнакан вăрмансемпе питĕ вăйлă хỹтĕлев тăрăхĕсем йĕркеленĕ. Одер-Нейсен хỹтĕлев чикки кăна 20-40 километр сарлакăшĕнчен тăракан виçĕ тăрăхран тăнă. Пирвайхи йĕркере — мина уйĕ. Фашистсем вĕсене пĕр çухрăма 2 пине яхăн вырнаçтарнă. Икĕмĕшĕнче — юхан шывсен хĕрринчи вăрттăнлăхсем, Одертан 40-60 метр çỹлерехри Зеелов сăрчĕ. Виççĕмĕш ярăмĕнче — оборонăна ятарласа хатĕрленĕ ялсем. Шаларах — Берлинăн хỹтĕлев районĕ: вăл хула йĕри-тавра виçĕ çаврăмран тăнă.
Ирхине фронтăн 390 километр лаптăкне тĕтĕм чаршавĕ карса илет. Тĕп тапăну направленийĕн вăрттăнлăхне пытарас тесе çапла тунă. 6 сехет те 15 минутра артиллерин 40 минутлăх хатĕрленĕвĕ пуçланать. Тепĕр 20 минутран авиаци ĕçе кỹлĕнет, 8 сехет те 30 минутран пуçласа кунĕпех штурмовиксем «ĕçлеççĕ».
6.55 минутра дивизи батальонĕн пĕр эшелонĕ Нейсе урлă каçма пуçлать. Кĕперсем вăл тапхăра пулманни паллă, çавăнпа орудисене шыв айĕнчен вĕренсемпе туртса каçарнă. Шыв температури апрельте 6 градус ăшă пулнă.
Конев ертсе пыракан арми тăшман оборонине Котбус направленийĕнче çĕмĕрмелле, Берлинтан кăнтăртарахри фашистсен çарĕсене тĕп тумалла, 10-12 кун хушшинче Белиц-Виттенберг-Дрезден чиккисем патне тухмалла пулнă. Приказа пурнăçа кĕртнĕ.
Берлин операцине Аслă Аттелĕх вăрçин «финал аккорчĕ» тенĕ. Историри чи пысăк çапăçу пулнăран ăна Гиннес рекорчĕсен Кĕнекине кĕртнĕ.
…Берлин операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Матвей Яковлев аслă лейтенанта II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе (07.06.1945), маларах, 1944 çулхи августăн 30-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальсем те пулнă унăн. Вăл утса тухнă вăрçă çулне тĕплĕн тишкерес пулсан, унăн медальсем татах пулма пултарнă.
Эпĕ кукаçипе мăнаçланатăп, ăна нихăçан та курман пулин те. Пурнăçĕ кĕске килсе тухнă çав: 1946 çулхи май уйăхĕнче вăл тăван яла таврăннă, икĕ çултан вара çĕре кĕнĕ. Унăн кун-çул лампади 45 çул кăна çуннă, анчах вăл маншăн паян та тупăна малаллах кустарать: Хусантан Пензăна, Ростова, Донецка, Горловкăна, Авдеевкăна, Запорожьене, Киева, Житомира, Хмельницкие, Львова, Кельцене, Зелена-Гурăна, Дрездена, Берлина.
Эпĕ ăна шанатăп: Çĕнтерỹ пирĕнте пулĕ!
Геннадий ВЛАДИМИРОВ.
Тăрăм ялĕ.

