Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕп сыватмăша — 155 çул

Тĕп сыватмăша — 155 çул

Кашниех хăçан та пулин унăн алăкне уçса кĕнĕ Елчĕкри тĕп больница 155 çул тултарчĕ.

Округри сывлăх сыхлавĕн тата ветеранĕсен уявĕ çавна май культура керменĕнче иртнĕ. Праçнике килекенсене Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-кĕввипе кĕтсе илнĕ. Фойере — хăйне кура илем. Кунта больница ĕçченĕсен ал ĕçĕсен куравĕ. Валентина Миллинăпа Надежда Волкова ылтăн алăлли вĕсен тĕлĕнмелле калăплавĕсенчен курăнать. Ольга Изратовăпа Ирина Егорова вара сăрă ĕçĕпе çывăх туслашнă. Курав ĕçĕнчен пациентсем те айккинче юлман. Шурă халатлисем, хăйсен экспоначĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне, ăсталăх класĕсем йĕркелесе куракансене илемлĕхĕн асамлă тĕнчине илсе кĕнĕ. Уйрăмах «Это наша с вами история» экспозици умĕнчен татăлман çынсем. Кунта кивĕ сăн ỹкерчĕксем, документсем, тахçанхи медицина инвентарĕсем.

Уявăн тĕп пайĕ медицина ĕçченĕсен гимнĕнчен пуçланать. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата министерство ячĕпе сывлăх сыхлавĕн министерствин амăшĕсемпе ачасене медпулăшу паракан пайĕн начальникĕ Татьяна Хамзатова саламланă. Вăл участокри терапевт тухтăра Маргарита Рыбкинăна, оториноларинголог тухтăра Алина Патшинăна, Светлана Филиппова медицина сестрине министерствăн Хисеп грамотисемпе, Тавĕсемпе, Антонина Кантеевăпа Олег Немцева «Лайăх стоматолог» медальпе наградăланă.

Хăнасенчен ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин та сăмах илнĕ. Хăй те вăл тухтăр. Унсăр пуçне тепĕр тухтăр, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов ячĕпе те хĕрỹллĕ сăмахсем çитернĕ сывлăх хуралçисем патне. Юрий Александрович аллинчен Владимир Кузьмин анестезиолог-реаниматолог тухтăр, Марина Плешкова медицина сестри, Убайдулла Бекмуратов терапевт врач Патшалăх Канашĕн наградисене илнĕ.

Кунашкал пĕлтерĕшлĕ мероприяти округ пуçлăхĕ хутшăнмасăр пулмасть, паллах.

— Округри сывлăх сыхлавĕн кашни тытăмĕнче ĕçлекене тулли кăмăлтан саламлатăп тата ырми-канми ĕçĕшĕн тав тăватăп, — тенĕ Леонард Левый Хисеп хучĕсемпе чысланă май. — Больница мĕн йĕркеленнĕренпех унта вăй хуракансем сиплев ĕçне яланах пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Эсир — профессионалсем, чылай чухне паттăрлăх та кăтартатăр. Ветерансен ячĕпе те уйрăммăн калас тетĕп. Больницăн паянхи ỹсĕмĕ сирĕн паха ĕç опычĕ çинче никĕсленнĕ. Хăшĕ-пĕри халĕ те стройра пулни — çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

Хăйсен ывăл-хĕрĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн наградăсене тивĕçнисем те пулнă юбилейлă уявра. Валентина Албарцева, Римма Викторова, Валентина Петрова медсестрасене, Альбина Шашкова тирпейлỹçĕне больницăн обществăлла канашĕн ертỹçи, Елчĕкри 40-мĕш комерлĕ аптека директорĕ Роза Молодова «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн» округри уйрăмĕн Тавĕсемпе чысланă.

Ĕçтешĕсен адресĕпе Алина Васильева тĕп тухтăр та тухса калаçнă. Вăл сывлăх фронтĕнче малашне те тимлĕхе, яваплăха тĕпе хурса ĕçлессинче ăнăçу, çитĕнỹсем суннă. Паллах, тивĕçлĕ канурисен ячĕпе те пулнă ăшă сăмахсем.

Тĕп сыватмăшăн ĕлĕкхипе хальхине пĕтĕçтерекен уявĕ кунпа çеç вĕçленмен. Унтах уява йĕркелесе ертсе пынă ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Александрова «Яльчикская центральная районная больница 155 лет на страже здоровья» кĕнеке презентацине ирттернĕ. Истори пайне вăл Николай Московскипе унăн ывăлĕн — Владимир Московский тавра пĕлỹçĕсен ĕçĕсем çине таянса çырнă. Анатолий Молоствов, Людмила Клементьева, Надежда Уркова та пысăк пулăшу кỹнĕ. Пирвайхи экземплярĕсене тĕп тухтăрта ĕçленисене панă.

Сцена çинчен каланă ăшă сăмахсем пултарулăх коллективĕсен, уйрăм солистсен юррисемпе пуянланса пынă. Гиппократăн тупа сăмахĕсене пăхăнса ĕçлекенсене редакци коллективĕ те саламлать.

Архив кăтартăвĕсем тăрăх, Кĕçĕн Елчĕкре больница 1870 çулта уçăлнă. Теччĕ уесĕн 3-мĕш медицина участокне кĕрекенскерте 15 вырăн шутланнă. 1978 çулта уесри Кабалин ялĕнчен пĕр хутлă йывăç çурт куçарса килнĕ. Унта 1896 çулта 15 вырăнлăх земство больници йĕркеленĕ. Халĕ, регион шайĕнчи историпе археологи палăкĕ шутланакан çуртра, чылай çул больница администрацийĕ те пулнă.

1930 çулта çĕнĕ амбулатори хута кайсан каярахпа унта стоматологи уйрăмне йĕркелеме май килнĕ. Вăл çурт та паян хăйне кура палăк ĕнтĕ. Çав çулхинех трахомăпа кĕрешес тĕллевпе уйрăм пунктсем уçнă.

Пĕчĕккĕн пурлăх никĕсĕ те çирĕпленсе пынă больницăн. Çĕнĕ объектсене çул панă май, хушма хуçалăха аталантарассипе те тимленĕ: 2 лаша, 2 ĕне тата пăрусем тытнă. Медицина ĕçченĕсен вăйĕпе тыр-пул, çĕр улми туса илнĕ.

1957 çулта, райздравотдела пĕтерсен, унăн функцийĕсене Елчĕкри пĕрлештернĕ район больницине куçараççĕ. Унăн тытăмне 2 больница, 24 фельдшер пункчĕ, колхозсенчи ача çураттармалли 3 çурт, МТС çумĕнчи здравпункт, 25 вырăнлă ясли-сад, санэпидемстанци.

Çулсем иртнĕ май тĕп сыватмăш паянхи куна тивĕçтерекен чаплă та хăтлă çуртсемпе, оборудованисемпе пуянланать. Юлашки 5 çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тума тата тĕпрен юсама пĕтĕмпе 132,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Специалистсем пысăк опытлă.

1942 çул хыççăн коллектива тĕп тухтăр пулса 20 çын ертсе пынă. 2025 çулхи кăрлач уйăхĕнчен — Алина Васильева.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code