Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шур халатлă хĕрарăм

Шур халатлă хĕрарăм

Елена АКСУПИ

Калав

— Алăри телей кайăкне вĕçертрĕм тенĕччĕ, анчах та аллăра пурнăç тытăнать кăна иккен, — тутлăн карăнчĕ Марина утиял айĕнчен тухма васкамасăр. Пĕртте тăрас килмерĕ ун ăшă вырăнĕ çинчен. Вăтăр çул хушшинче пĕрремĕш хут ĕçне каяс килмерĕ. Чирлĕ çыннисем кĕтĕç-ха ăна. Юратнă тухтăрĕсĕр пĕр кун та пулин пурăнма пултараççех вĕсем. Вăл выртĕччĕ çапла йăваланса, пылаккăн анасласа, ачашланса. Хирĕç стена çинче чỹречерен сăрхăнса кĕрекен хĕвел ачисем — шевлесем — вылянине хаваспах пăхса выртĕччĕ, çĕнĕрен те çĕнĕрен ĕнер каç ун ăраскалне тĕпрен улăштарнă евĕклĕ самантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа аса илĕччĕ. Анчах та кану кунне ăна никам та паман. Тăрса тумланасах пулать.

— Эх, пурăнатпăр-ха апла, — йăпăртлăха ваннăй пỹлĕмне вирхĕнчĕ вăл. Куç хỹрипе тĕкĕр çине пăхса илчĕ. Мĕнех калăн, ăна хирĕç илĕртỹллĕ пирĕшти тăрать — ытарма çук хỹхĕм хĕрарăм. Тути кăшт куларах пăхать. Куçĕ йăлтăрать хăйĕн, телейпе çиçсе, çуталса тăрать.

— Пĕччен пурнăç йăлăхтарчĕ мана! Пĕчченлĕх, кай, çухал куçран! — терĕ Марина куçкĕски енне çаврăнса. Хирĕç пăхакана аллипе ăшшăн саламларĕ. Хăйне ачапчалла тытас, ĕçне чи илемлĕ кĕпине тăхăнас килчĕ унăн. Ан тив, курччăр, ăмсанччăр ĕçтешĕсем илĕртỹллĕ чăваш хĕрарăмĕ çине пăхса. Качча та каяйман, кама вăл кирлĕ тесе те ан суйланччăр.

— Шурă халат айне хуть те мĕн тăхăнсан та çавах мар-и? Эх, эс те çав, вĕçкĕн, — тĕкĕрти хăйĕн сăнĕпе малалла калаçрĕ вăл. — Çук, паян чи килĕшỹллине тăхăнам. Мишша каçхине килсен ман хỹхĕм ỹт-пĕве çат тытса тăракан кĕпе витĕр çĕмĕрт куçĕпе çупăрласа килентĕр. Вăл мана каçкỹлĕм ĕçрен кĕтсе илетĕп терĕ. Эппин килетех.

Чĕри сар çу пекех ирĕлет. Юратнă арçыннин кашни хусканăвне, сăмахне, юптарăвне аса илме тăрăшрĕ вăл.

— Пирĕн, чăвашсен, пит аван каларăш пур. «Ир тăракан чăхă тутă пулать», — тетчĕ кукамай. Çапла пек астăватăп. Йăхташ та ăна ĕçре час-часах аса илме юратать. Ирпелен, — терĕ Мишша кăвак çутăлла ĕçе тухса кайнă чух хĕрарăм ăна тата пăртак та пулин юлма тилмĕрсен.

— Вăт Потапыч тăк Потапыч, чăн-чăн упа Утаман. Чăн-чăн аптраман таврашĕнчен тухнă ỹркенмен чăваш эсĕ, хамăр пекех ĕçлеме юрататăн. Тăрăшуллисем вара мана килĕшеççĕ.

— Эсĕ те мана, сар хĕвел, килĕшетĕн, — кĕрнеклĕ арçын ачаш та çепĕç юратăвĕ çине тепĕр хутчен ытараймасăр пăхса илчĕ.

Маринăн сенкер куçĕ пĕр самантлăха салхуланчĕ. Ăçтан туйнă-ха вăл çирĕм пилĕк çул каялла — малтан Чĕмпĕрти медицина училищине, кайран сиплев ĕçĕпех Сарă ту институтне пĕтернĕ пике, дипломлă çамрăк специалист — тетĕшĕн туйне килсен хăй миçере качча каяссине. Тепĕр тесен ун чĕлхинчен кам туртнă ун чух. Ним шутламан çĕртен хăй ăраскалне хăй чĕлхипе картса хунă.

— Марине, эсĕ уçланкăри чи хитре чечек пек хỹхĕмленсе кайнă, хăçан сан туйна тăвăпăр? — ыйтнăччĕ унран аслă тетĕшĕ — Павăл.

— Аллă çул тултармасăр та качча каймастăп-ха эпĕ, — тем хушăра вирхĕнсе тухрĕç çак сăмахсем вăтаннипе палан пек хĕп-хĕрлĕ пулнă хĕр çăварĕнчен.

— Ай-уй, аллă çулччен мĕн тăвас тетĕн, чиперук? Ватта юласран хăрамастăн-и? — кăсăкланма пăрахмарĕ пĕртăванĕ.

— Пỹрни хапха умнех килет тенĕччĕ юратнă Нятюк мăнакка. Манпа варлă пулас текен çуралман та-ха, — хуравларĕ пике…

— Шăпаран иртме çук. Турă çапла çырнă пулсан мĕн тăвăн? — Марина куçĕнче йăлтăртатнă куççульне аллипе шăлчĕ. Паянччен тетĕшĕпе шăллĕн тата аккăшĕсемпе йăмăкĕсен ачисемпе савăнса пурăнатчĕ вăл. Лешсем те юратаççĕ Маринăна. Ачасемпе ачапчалла калаçма, спортпа аппаланма, вĕсене культура çурчĕсене концерт-спектакль кăтартма илсе кайма кăмăллать вăл. Хăшĕншĕн мăн аккăшĕ, хăшĕншĕн аппăшĕ, хăшĕншĕн тусĕ евĕр шутланать. Пурте пĕрешкел юратаççĕ ăна. Чун ыратăвне те пытараймасть ватă хĕр. Тăванĕсен шăпăрланĕсене ытараймасан та хăйĕн ача çуккишĕн мĕн чухлĕ кулянман пуль. Ĕçленĕ, шаннă, пурнăç çулĕнче яланах хăйĕн пĕртен-пĕр шанчăкне, тĕрекне, Улăпне шыранă. «Ак вăранатăп та шăп паян савнине тĕл пулатăп», — текен вăрттăн шухăш та пĕрре мар пуçне пырса тарăхтарнă. Вăхăт вара тăхтамасть, пĕр шелсĕр иртет те иртет, васкать те васкать. Ĕмĕр те иккĕ килмест — çын ватăлать… Тин çеç вăл пурнăç çине вĕçсĕр-хĕрсĕр тỹпе пек янкăр кăвак куçĕпе ăнтăлса пăхакан çап-çамрăк, çип-çинçе пилĕклĕ, ним çинчен хуйхăрман тỹрĕ кăмăллă çепĕç пикеччĕ…

Ульяновскри медицина училищинчен фельдшера вĕренсе тухакансемпе сывпуллашнă каç хыççăн икĕ эрне хушши ашшĕпе амăшĕ патĕнче хăналанакан сарпике Инза районĕнчи Çĕмĕртлĕ ялне ĕçлеме кайма хатĕрленчĕ. Хуларан таçта аякра, тĕттĕм вăрман хушшинче вырнаçнă ялта халĕччен пĕр тухтăр та тытăнса тăрайман иккен. Çамрăккисем кичем тесе тарнă, аслăрах ỹсĕмрисене хуларан, аталану шайĕнчен аякра пурăнни килĕшмен. Тухтăрсăр пурăнса йăлăхнă тỹресен чан çапма тытăнма тивнĕ. Чăрсăр, вĕри çынсем пурăнакан вырăс ялĕнче куллен мĕн те пулин сиксе тухнăран чирлисем те тупăнсах тăраççĕ. Ялта чăтăмсăррăн фельдшер-акушера кĕтеççĕ. Кинемисемпе мучисем пульницăна уçман-и тесе кашни кунах ФАП тĕлне пырса пăхаççĕ, эмелсĕр, тухтăрсăр халсăрланса çитнисем çилленсе пуплешеççĕ, тĕлĕнтермĕше кĕтеççĕ.

Тăван ялĕнчен саккăрмĕш класс хыççăн тухса кайнă, ĕнер диплом илнĕ çамрăк специалиста Марина Колесниковăна Инза хулине ярасси паллă. Районти тĕп пульницăра кĕтеççĕ ăна. Пике çеç умĕнче чăн-чăн тĕрĕслев кĕтнине пĕлмест хальлĕхе. Телейлĕ, çилçунатлă çамрăклăх! Начарри çинчен шутлама та пĕлмест. Унăн вĕçсĕр-хĕрсĕр пурăнас, вĕçес, юрлас килет. Тепĕр тесен медицина училищинче ăс пухакан çамрăксене пĕтерсен виçĕ çуллăх практика иртме яла яраççĕ тесе вĕренме кĕрсенех хăратса хунă. Çилçунатлă çамрăксем тĕнче хĕрне кайма та хатĕр.

Маринăна тăлăххăн пурăнакан Клавдия Васильевна патне вырнаçтарчĕç. Урисем ыратнипе аптăракан хĕрарăм пикене курсан пит тĕлĕнчĕ.

— Шкул та пĕтермен пуль вăл, ытла та çамрăк, — пĕлтерчĕ куç хỹрипе те пулин тахçантанпах кĕтекен тухтăр çине пăхма йăпăртлăха каçнă кỹршине. — Пĕрре пăхма хăй пит илемлĕ, тирпейлĕ, çепĕç чĕлхеллĕ. Эпĕ нумай пурăннă çак çĕр çинче — аван тухтăр пулма тивĕçлĕ, ватăсемпе çепĕç калаçать, илтмĕше пемест, уçă, тарават. Ялта пурăнакансенчен çурри ытла туяллă. Эмел те мар, ытларах чухне япшар чĕлхеллĕ сиплевçĕ кирлĕ пире.

— Чăнах та çапла, чăнах та. Пăх-ха, пĕвĕпе ача-ачах, кай, пирĕн ял хĕрĕсем хамăр пек çỹллĕ те патвар çав. Ку, пĕчĕкскер те типшĕмскер, хăçан хвершăлсем хатĕрлекен шкулне пĕтерсе ĕлкĕрнĕ-ши ара. Тепĕр тесен ĕнтĕ — дипломсăррине çичĕ юта яман, пульница та шанса паман пулĕччĕç. Вăхăт кăтартĕ, курăнмалли курăнĕ унта.

Шалти пỹлĕмре япалисене тирпейлесе çакма пуçăннă Марине кỹршĕсен калаçăвне илтсе кулсах ячĕ.

— Курăр-ха, çитнĕ çитменех шăмми-шаккине еплерех шĕкĕлчеççĕ унăнне, ыран мĕн пулĕ-ши? — кинемисен ыр сăмахĕн витĕмĕпе самаях хавхаланчĕ вăл. — Чипер теççĕ тата калаçма юратакан кỹршĕсем. Хăйсем те аптрамаççĕ, усаллăхĕ пĕртте çук пек туйăнать вĕсенче.

Кун хыççăн кун, каç хыççăн каç иртрĕ. Пурнăçне илем кỹрекен, вĕлкĕш çил вĕрсе кĕртекен пĕртен-пĕр кун та пикешĕн кĕçнерникун пулса тăчĕ. Кĕçнерникунсерен вăл район центрне — Инзăна — тĕп район пульницине канашлăва çỹрет. Ĕçсем пĕтнĕ хыççăн Инза юхан шывĕ хĕрринче никĕсленнĕ пысăках мар тăпăлкка хулан илемĕпе киленет. Театр-музейсемсĕр, кĕнеке лавккисемсĕр тунсăхласа çитнĕскер чунĕ каниччен вĕсемпе паллашса чи юлашки рейспа ялне таврăнать вăл. Çула май аптекăна кĕрсе ял-йыш валли эмелсем туянса килет. Кунти карчăк-кĕрчĕк Маринăна сар хĕвеле кĕтнĕ пек кĕтсе тăрать .

— Тухтăр канашлура-ха, наччас килĕ, эмел илсе килме шантарчĕ, — тетчĕç пĕр-пĕрне сывлăх сунса. — Мариночка ман пата кашни кунах укола çỹрет. Паян та кĕтетĕп ăна. Ав, çырла татса хутăм… Тин юхтарнă пылпа чей ĕçтересшĕн… çурăма сипленĕшĕн тав тума кăвакал яшки пĕçересшĕн… Ырă кăмăлĕпе сиплерĕ мана, тавах Турра, килте халь пĕччен пурăннă пек те мар — инсульт хыççăн куллен килсе хал пĕлсе каять. Ывăл вахтăран таврăнсанах унпа паллаштарасшăн-ха ăна. Епле те пулин Çĕмĕртлĕрех хăварасчĕ пирĕштие.

— Салам, тусăм, саншăн пит тунсăхласа çитрĕм, ну мĕн кăсăклантараканни пур унта центрта? — ыткăнчĕ хвершăла хирĕç пысăк Улька. Пысăк тесе ăна çỹллĕ те мăнтăркка пулнипе калаççĕ. Хĕр ялти вулавăшра ĕçлет. Ялта урăх çамрăксем çук тесен те юрать. Улька мĕншĕн кунта юлнине никам та ăнлантараймасть. Тантăшĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Çывăхарах пурăнакансем те Чĕмпĕрте е Инзăра ĕçлесе кун кунлаççĕ. Çĕмĕртлĕне хăнана килме те ỹркенеççĕ вĕсем.

Каçсерен иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçаççĕ вара — Маринăпа Улька. Çĕмĕртлĕ пики ялпа шкул пурнăçĕ, пĕр класс ачисем çинчен каласа парать. Чăваш пики медучилищĕре вĕреннĕ савăнăçлă кунсене аса илет. Шăматкунсенче иккĕшĕ çĕрлечченех пăшăлтатса лараççĕ.

— Каллех пăшăл пăтти пĕçеретĕр-и, хĕр ачасем? — тет вара Клавдия Васильевна кăмăллăн кулса. — Мĕн пирки пуплешетĕр-ха, чиперуксем?

Ватă çыннăн та пикесемпе калаçсан кăмăлĕ уçăлать. Вăл та тепĕр чух хăй çинчен каласа пама пуçлать. Çамрăклăхне аса илет. Лешсем ăна пỹлмесĕр итлеççĕ, хăйсеннипе танлаштараççĕ.

Тусне ăсатам тесе Марина тутăрне пĕркенсе урама тухрĕ. Каçĕ тỹлек те ăшă. Тỹпере çăлтăрсем вăй выляççĕ. Кайăксем юрату юррине шăрантараççĕ. Кỹлĕри шапасене те кичем мар пек туйăнать — симфонийĕ еплерех янравлă вĕсен! Аçисем çапла майпа амисене илĕртеççĕ имĕш.

— Чăнне кала-ха, Оля, сана кичем мар-и ялта? — хăйĕнчен самай аслăрах тусĕнчен уççи-хуппине тĕпчесе пĕлесшĕн пулчĕ çамрăк тухтăр. Халĕ те хăйĕн телейне тĕл пулайман тантăшне телей сунать вăл.

— Кĕтекенсем телейлĕ теççĕ. Илтнĕ-и çавна? Эпĕ вара хамăн юратăва кĕтсе илетĕпех, — Оля вăрахчен тĕттĕмелле тинкерсе тăчĕ. — Вăл вара таврăнатех. Шанатăп, пĕлетĕп.

— Кам эппин çав вăрттăн çын? Тен, вăл авланма та ĕлкĕрнĕ? — юлташне кỹрентересрен хăраса лăпкăн ыйтма тăрăшрĕ Марина.

— Вăл хамăр ялсемех. Витя ятлă. Çĕпĕре Сургута тухса кайнăранпа пайтах пулать. Икĕ çул та иртрĕ пуль. Амăшĕ патне çыру çырать вăл — çемьеленмен-ха тет. Анчах та эп ун хура куçне, çирĕп аллине манаймастăп. Пĕрре мана ăсатма пынăччĕ вăл. Шухăскер, чăрсăрскер, пỹтсĕрскер. Ялти хĕрсем унран хăраса тăратчĕç. Анчах та чĕрене хушма çук. Ăна пулах ялтан каймарăм. Вăл килсе кайнине пĕлеймесĕрех юлăп тесе хăрарăм.

— Кĕтекенсем телейлĕ теççĕ, — ыталарĕ Ольăна çамрăкскер.

Пуху хыççăн паян ялта концерт пулать. Кун пирки Маринăна кам кăна каламарĕ-ши кун каçа. Каям эппин тесе урама тухрĕ вăл. Кỹршĕре пурăнакан шкул ачисемпе калаçкаласа çитрĕ культура çуртне. Оля Чĕмпĕре курав хăтлавне кайнă. Хвершăл лăпкăн çеç кĕрсе концерт курма хатĕрленсе ларчĕ. Халăх савăнăçлă. Сăлтавĕ те курăмлă — майăн 1-мĕшĕ — ĕç çыннисен çуркуннехи пысăк уявĕ. Халĕччен курман, палламан çынсем йышлă.

Нумайранпа кун пек кулманни, юрă-ташă илемĕпе киленменни пулать текелесе хĕр урама тухрĕ. Вĕрентỹçĕсемпе, клуб ĕçченĕсемпе сывпуллашса хваттерне илсе каякан çул енне пăрăнчĕ вăл. Сасартăк хыçалтан такам чупни илтĕнчĕ.

— Пикеçĕм, ăçта çакăн пекех васкатăн? — çулне палламан арçын пỹлчĕ. — Санпа паллашма кăмăл пур-çке. Эс вара ирĕклĕхе юратакан ту качаки пек тапса сикрĕн. Эпĕ — Витя. Анне йăлăннипе яла вĕçтерсе çитрĕм те ăнсăртран сана курнипе канăçа çухатрăм.

— Аннỹшĕн тунсăхламан-и вара эсир? Пулăшма килме те шухăшламан-и? — умĕнче мĕнле Витя тăнине самантрах тавçăрчĕ Марина — ялти икĕ чун чăтăмсăррăн кĕтекен каччă. Каларĕ те часах хăй пач палламан çынпа хăюланса калаçнăшăн намăсланчĕ.

— Çапла, пĕччен вăл. Мана тахçантанпах чĕнет, яла таврăнма ыйтать. Халь ак сана курнăранпа пурнăçăма пĕтĕмпех улăштарма хатĕр эп, пĕтĕмпех пуçăма çухатрăм — качча пырăн-и мана?

— ?!

— Эс ан хăра. Пĕрре курсах çуралнă хĕрỹ туйăмшăн ан ỹпкеле. Хампа нимĕн те тăваймастăп. Сан ятна та пĕлетĕп, ăçта ĕçленине те.

— Чăнах та чăрсăр эс, — терĕ те хĕр килĕ еннелле утрĕ, шухăшне ыран ир тăмаллипе сăлтавларĕ.

Мĕнле вăл юнашар ларса ик сăмах тĕвĕлесе çыхмасăрах качча илесшĕн. Эп кун пирки мĕн шутлани те кăсăклантармасть-ши Çĕпĕртен курма килнĕ хăнана? Ырă каç пултăр текелесе Марина калинкке алăкне уçма васкарĕ. Витя ним калаймасăрах тăрса юлчĕ. Пуçне усрĕ.

— Вăрласа каятăп эп сана… — илтĕнсе юлчĕ хыçалтан.

Ыйхи килмест те килмест. Тем пăтратать шалта. Чунĕ тăвăлсах çитрĕ. Тахçанччен çывăрса каяймасăр выртрĕ пике, енчен енне çаврăнкаларĕ. Мĕн кĕтет ăна малашне? Мĕн курса тăрасси пулĕ?

Кунĕсем яланхиллех ерипен иртрĕç. Шикли шикленет, кĕрĕк пĕркенет теççĕ. Шăматкун каçхине те клуба тухмарĕ пике. Сасартăк çурт чỹречинчен пырса шаккарĕç. Аякри урамра пурăнакан Ваçлей иккен.

— Татьяна мăнаккан юн пусăмĕ ỹссе кайнă. Чĕри тухса тарасла тапать, пуçĕ çаврăнать тет. Хăсать чирлĕскер. Шел ăна. Ачисем таврăниччен вилсе ан кайтăр сапăр кỹршĕ. Кайса килеймĕн-и?

— Тăхта, пĕрле кайăпăр.

— Çук-ха, манăн ĕçпе каймалли пур. Эсĕ васкамасăртарах ут. Часах хăваласа çитĕп сана.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code