Понедельник, 17 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра асăрхануллă пулар

Шывра асăрхануллă пулар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах Леонард Васильевич округри ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуя ирттерме хутшăннă хастарсене чысларĕ. Ырсамай таврашĕн анлă лаптăкне хыт хураран тата çум курăкран тасатассинчен, уяв иртекен вырăна капăрлатассинчен, юсав ĕçĕсем ирттерессинчен пуçласа Акатуя тивĕçлĕ ирттерсе ярассишĕн, культура программине, спорт ăмăртăвĕсене тата вăййисене кирлĕ шайра йĕркелессишĕн мĕн пур вăя хурса тăрăшнă çынсене уйрăммăн тав турĕ округ пуçлăхĕ.

Пуçару бюджечĕ программа округра ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал 110 проектпа 99 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку программăпа 2026 çулта вырăнта мĕнле ĕçсем пурнăçлассине тишкерсе территори пайĕсен пуçлăхĕсене итлерĕç. Халăха çул-йĕр юсасси, ял тата масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси, пушар машинисене тивĕçлĕ тытса тăрасси тата ытти ыйту хумхантарать. Çак программăна халăх активлă хутшăнни, çулсерен тĕрлĕ сĕнỹсемпе тата пуçарупа тухни савăнтарать.

Канашлура шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене уйрăммăн хускатрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code