Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çинче йĕркене пăхăн

Çул çинче йĕркене пăхăн

Çуллахи вăхăтра çамрăксем мопедсемпе (вĕсен йышне скутерсене, двигательлĕ велосипедсене кĕртеççĕ) çỹренине час-часах курма пулать.

Чылай чух çул-йĕр правилисене пĕлмесĕр, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухмасăрах çула тухаççĕ вĕсем. Транспорт хатĕрĕ вара тетте мар. Çапла майпа хăйсене те, çул-йĕрĕн ытти участникĕсене те пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкереççĕ вĕсем. Статистика та çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен пысăк пайĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе е аманнипе вĕçленет. Мĕншĕн тесен ỹсĕмне тата опыт çуккине кура ачасем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкараймаççĕ, йĕркене пăхăнмаççĕ.

Асра тытăр! Мопедпа тата скутерпа 16 çул тултарсан тата водитель удостоверенийĕ пулсан кăна çỹреме юрать. Регистрацин докуменчĕсемсĕр, çавăн пекех водитель удостоверенийĕсĕр çула тухсан транспорт хатĕрне штраф стоянкине ăсатаççĕ, çул-йĕр правилисене пăсакана административлă майпа ытти водительпе тан явап тыттараççĕ.

А.СЕРГЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code