XXI ĕмĕр таппинче хальхи пек кăткăс лару-тăру сиксе тухасса никам та кĕтмен пулĕ: Çывăх Хĕвел тухăçĕнчи пĕр çĕршыв теприн çине час-часах хĕç-пăшалпа тăнăран, пĕтĕмлетỹ хурлăхлă статистикăна çаврăнать. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче те Раççей интересĕсене хỹтĕлекенсене йывăр шăпа лекрĕ. Ытларах — çамрăксене. «Гражданкăра» вĕсем пирки шухăшлав урăхларах пулни вăрттăнлăх мар, анчах хĕрỹ точкăна хутшăнакансене кам çăмăлттай е яваплăхсăр теме хăйĕ? СВОра вилĕме хирĕç тăрса вырăс çĕрĕсене ирĕке кăларакансем — пурте паттăрсем. Чыс, мухтав вĕсене!

Юлашки йĕркери сăмахсене хамăн статья геройĕ — Василий Семенов ячĕпе те калатăп. «Чапай» позывнойпа çỹрекенскер, «Елчĕк паттăрĕсем» телеграм-каналта ентешсене пĕр-пĕр уявпа саламланине е пулăшу аллине тăсакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн тав тунине пĕр хутчен мар вуланă-ха. Вăл, черетлĕ отпуска килсен, тĕл пулма хирĕç пулмарĕ. Тỹрех сисĕнчĕ: унăн пуплевĕ питĕ уçăмлă, сăмахсене тĕплĕн шухăшласа калать. «Чапай» хушма ят ун çумне студент çулĕсенчех «çыпçăннă» иккен. Легендарлă начдив пек тăрăшуллă, малта пулма ăнтăлнипе çыхăннă мар-ши терĕм хам ăшра…
Василий Семенов — Таяпа Энтри ялĕнчен. Çут тĕнчене 1997 çулта килнĕ. Вырăнти тĕп шкул хыççăн Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕн техникумĕнче вĕреннĕ. Кунтан вара вăл механик, водитель, автозаправка станцийĕн операторĕ, токарь ĕçĕн слесарĕ пулса тухнă. Тĕрлĕ ĕçре тимленĕ, дальнебойщик тивĕçне пурнăçлама та хăраман.
Ĕç биографине пуçличчен сроклă çар службинче тăнă-ха вăл. Салтак тивĕçне Санкт-Петербургри шалти ĕçсен çарĕнче ирттернĕ. Ефрейтор, аслă стрелок.
— Василий, хăв каланă тăрăх, ятарлă çар операцине эсĕ мобилизаци йĕркипе лекнĕ, анчах пачах каймасса та пултарнă вĕт?
— СВОна каймаллине пире маларах пĕлтернĕ ĕнтĕ. Темиçе кунтан мана çар комиссариатĕнчен: «Каймастăн», — терĕç, мĕншĕн тесен мăшăр ача кĕтетчĕ, халь-халь çуратмалла. Ман вара урăхла шухăш пулман та. Октябрĕн 14-мĕшĕнче арăмпа Григорий ывăлăма больницăран илсе килтĕм те, 15-мĕш числара ирхине 4 сехетре тухса кайрăм.
Ун чухнех иккĕленмен: «Эпĕ те пулмасан, камăн хỹтĕлемелле?». Халĕ те çавнах калатăп.
Автортан: Унтанпа 32 уйăх хыçа юлнă. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи халь хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал тесен те йăнăш мар.
— Çĕр-çĕр çухрăма хыçала хăварса ăçта çитсе тĕплентĕр?
— Пирваях Херсон облаçĕ. Разведка ротинче пултăм. Унтан Запорожье тăрăхне куçарчĕç. Халĕ те çавăнтах, анчах мотострелоксен йышĕнче. Мана, ефрейтора, рота старшинин тивĕçĕсене пурнăçлакана лартрĕç. Çулталăк çурăран, прапорщик званине парсан, тулли праваллă рота старшини пулса тăтăм темелле.
— Пĕрремĕш хут задание кайнине аса ил-ха…
— 2022 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче çĕнĕ вырăна илсе çитерчĕç. Кашни салтакăн пуçламăш çулĕ ытларах пĕр пек «сценарипе» пуçланать: посадкăра антарчĕç, окоп, блиндаж чавса хатĕрлерĕмĕр.
Çуран 5-6 çухрăмри Каменское ялне кайрăмăр, юнашарти дачăсене вырнаçрăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев — сăнав, хỹтĕлев, ытти подразделение пулăшасси. Тăшмана хирĕç килме памарăмăр ун чухне.
— Çапăçăва кайиччен пуçра мĕнле шухăшсем?
— Малтанах кайса пăхас килетчĕ — мĕнлерех унта? Хăрамасăр пулман ĕнтĕ. Хăвна хăв питĕ сыхланма, асăрханма тăрăшатăн. Халĕ, темĕн курнă, тỹснĕ хыççăн, урăхларах, хăвна лăплантаратăн. Мĕнле те пулин çухалмалла мар, сехĕрленсе ỹкни вăл тăшманпа танах.
Турра асăнмасăр, ăшра кĕлĕ каламасăр тухса каймастăп задание. Асанне пĕчĕккĕ чухне мана пĕрмаях Тĕмер чиркĕвне илсе каятчĕ. Çавăнпа Турра ĕненнине пытармастăп.
— Çапăçусенчи чи асра юлнă саманта аса илеймĕн-ши?
— Нумай пулнă, паллах, уйрăммăн палăртас та килмест.
Унччен Каменскине çỹренĕ пулсан, халĕ пирĕн 3-мĕш батальон оборонăн пĕрремĕш линине тытса тăрать. Фронт сарлакăшĕ — 12 километр, юнашар ытти подразделени.
Автортан: Василий Семенов прапорщика çапăçусенчи паллă ĕçсемшĕн Жуков, II степень «Паттăрлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе наградăланă.
— Службăри туслăха епле хаклатăн?
— Хĕрỹ точкăра кашнине «витĕр» пĕлсе çитетĕн. Вăл пĕр-пĕринпе питĕ çывăхлатать. Кунта ухмаха пемеççĕ, теприншĕн кашни хăйĕн пурнăçне пама хатĕр. Эпир пĕр ротăра Елчĕкрен виççĕн: эпĕ, Кĕçĕн Таяпари Виктор Иванов тата Тỹскелĕнчи Николай Данилов. Каркаларти Владимир Орлов та пĕрлеччĕ, шел, паттăрла пуçне хучĕ. Тăпри çăмăл пултăр!
Викторпа эпир шкул çулĕнченех юлташлă. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр. Отпуска та пĕрле ячĕç пире. Елчĕк шкулĕн директорĕн советникĕпе Алевтина Ивановăпа çыхăннă хыççăн пулас çар музейĕ валли шутран кăларнă çар япалисем илсе килтĕмĕр.
Пирĕн батальон тата рота командирĕсем те чăвашсем, Вăрнартан. Хамăр хушăра тăван чĕлхепе калаçатпăр.
— Пушă вăхăт пулсан салтак ăна мĕнле ирттерет?
— Канма вăхăчĕ тупăнать. Вăрманта тĕпленнĕрен хамăра валли условисем йĕркелетпĕр, йывăçран туса хатĕрленĕ штангăпа кĕрмешетпĕр, хĕç-пăшала йĕркене кĕртетпĕр. Мунча та блиндажпа юнашарах.
— Василий Васильевич, отпускра кунти пурнăçа хăнăхма йывăр мар-и?Малтан çынсем те урăхла пек, сан çине хăяккăн пăхнăн туйăнать. Тĕп вăхăт СВОра иртнĕрен унтине хăнăхнă та, чун туртать çав. Çав вăхăтрах килте те нумайрах пулас килет…
Николай МАЛЫШКИН.
Таяпа Энтри ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Виктор Иванов тата Василий Семенов Григорий ывăлĕпе.

