Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нурлатри Уявра

Нурлатри Уявра

Тутарстанри Нурлат хулинче чăвашсен Уявне ирттернĕ.

Кỹршĕ регионти чăвашсемпе туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе Елчĕксем те çитсе килнĕ унта. Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăн тĕрлĕ мастер-класра ăсталăх пухнипе, Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ илемлĕх коллективĕсемпе паллашнипе пĕрлех хăйсен пултарулăхне те халăх умне кăларнă. «Янра, чăваш юрри» конкурс-фестивалĕн «Рекрут юррисем» номинацийĕнче вăл 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕн культорганизаторĕ Иван Шурбин «Выля, хут купăс» конкурсра 40-е яхăн маçтăр хушшинче 2-мĕш пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code