Кăçалхи июль уйăхĕнче сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тарăн йĕр хăварнă, медицина наукисен докторĕ ученăй степеньне илнĕ пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ — эпир чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ ентешĕмĕр Юлия Сергеевна Сергеева (1900-1949) çуралнăранпа — 125 çул.

Юлия Сергеева Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕк (халĕ Елчĕк муниципалитет округĕнчи Елчĕк) ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1927 çулта вăл Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ медицина институтĕнче аспирантура пĕтернĕ(1933). 1929-1932 çулсенче Елчĕк район больницинче тухтăрта ĕçленĕ. СССР Медицина наукисен академийĕн Пĕтĕм Союзри эксперименталлă медицина институчĕн наука сотрудникĕнче, невропатологинчи эксперименталлă терапин аслă консультанчĕ пулса тăрăшнă. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи, Японири, Порт-Артурти, Квантун, Ляудон çур утравсенчи экспедицисен ĕçне хутшăннă вăл. Ăна Австрине, Чехословакине, Польшăна нейроинфекцисен, энцефалитăн çĕнĕ формисене тĕпчес тата ытти ыйтусемпе семинарсене йыхравланă. Хăйĕн наука тĕпчевĕсене вăл 5 академи изданийĕнче, СССР Медицина наукисен академийĕн 12 наука сессийĕсенче пĕтĕмлетнĕ, «Инçет Хĕвел тухăçĕнчи нефрозонефритпа чирленĕ чухне нерв тытăмĕн структурипе функцийĕсем мĕнле улшăнни» монографи хатĕрленĕ. Шăпах çак монографишĕн Юлия Сергеевна медицина наукисен докторĕ ята тивĕçнĕ те (1948).

