Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăх арăм

Тăлăх арăм

Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине паллă турăмăр. Чаплă пулăм хыçа юлса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмĕ, мĕншĕн тесен ăна пирĕн аттесемпе асаттесем çĕнсе илнĕ. Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр.

Вăрçă ахрăмĕ вара кашни çемьене тенĕ пек пырса тивнĕ. Тăрăм ялĕнчен фронта 155 çынна мобилизациленĕ. Вĕсен йышĕнче манăн кукка та пур — Тимофей Александрович Колсанов. Хаяр вăрçă пуçланиччен вăл Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тутар республикинчи Нурлатран хулана ĕçлеме килнĕ хитре хĕрпе çемье çавăрнă.

Аннен пиччĕшĕ малтанхи кунсенчех вăрçă хирне тухса кайнă. Мăшăрĕ, Александра Степановна, икĕ хĕрĕпе тăлăха юлать: 1942 çулта Тимофей хыпарсăр çухални çинчен пĕлтереççĕ. Инке ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ĕнтĕ мăнукĕсемпе вĕсен ачисем те тĕнче тăрăх саланнă…

Савнă çынпа эп хулара тĕл пултăм.
Мĕн чухлĕ çутă ĕмĕтчĕ пуçра!
Телей нихçан сỹнмест пекех эп туйрăм.
Юратнă çын-çке манăн çумăмра.

Анчах та хаяр вăрçă сикрĕ-тухрĕ,
Йăлт пăслантарчĕ пирĕн ĕмĕте.
Юратăва та, телее вăл ĕнтрĕ,
Çунтарчĕ, сапăнтарчĕ кĕлĕпе.

Хура тутăр пуçран кайма пĕлмерĕ,
Эп тухаймарăм çын сăмахĕнчен.
Сĕм хурлăх ман çула йĕрлерĕ,
Куççуль типмесĕр юхрĕ куçсенчен…

Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code