Кашни çыннăн мĕнле те пулин интерес пур. Пĕрисене поэзи пĕрлештерет, теприсем пулăри ĕç-пуçа каçса кайсах тишкереççĕ, коллекционерсем те сахаллăн мар.

Велосипедистсене вара «100 километров — Потому что мы Вместе» чупу çывăхлатнă. Черетлĕ 6-мĕш велоçỹреве 30 регионтан 240 спортсмен хутшăннă: Хабаровскран, Иркутскран, Мурманскран… Вĕсен маршручĕ: Комсомольски — Елчĕк — Патăрьел — Комсомольски. Çул инçĕшĕ 120 çухрăмпа танлашать. Чупăва ентешсем те хастар хутшăннă, вĕсен йышĕ çулсерен ỹсет: Петр Петрушкин, Николай Карамаликов, Сергей Чернов, Виктор Федотов, Алексей Тихонов.
Елчĕкре хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый вĕсем туслă та çирĕп кăмăллă пулнине палăртнă, сывлăх, ăнăçу, хаваслă кăмăл-туйăм суннă.

