«Нарспи» поэма чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк поэт ăна 17 çулта çырнă, поэмăри сюжет çивĕчлĕхĕ, сăнарлăхĕ, кирек хăш ỹсĕмри вулакана та тыткăнлать.
Произведени пирвайхи хут 1908 çулта кун çути курнă. Унтанпа ăна нумай хут пичетленĕ, тĕрлĕ чĕлхене куçарнă. Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче «Нарспи» поэма 2 чĕлхепе — вырăсла тата чăвашла — çапăнса тухнă. Вырăсла Петĕр Хусанкай Чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Кĕнекене Наталия Орлова илемлетнĕ.

