Ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелесси мĕнле пынине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕхре тытать.
Çуллахи тапхăрта пĕтĕмпе 73 пин ача тĕрлĕ лагерьте канĕ. Çав шутран 39 пинĕшĕ — шкулсен çумĕнчи лагерьсенче. 1-мĕш сменăра хула тулашĕнчи лагерьсенче 4 пин ытла ача каннă. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсен ачисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Унсăр пуçне лагерьсем Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнчен 135 ачана йышăннă.

