Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Чăваш Ен малта пыракан агротехнологисене çул парса ял хуçалăх производителĕсене пулăшассине мала хурать.»
Июлĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпỹ округĕнче ЧР Ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн никĕсĕн территорийĕнче республикăри «Уй кунĕ» XIX курав-демонстраци старт илнĕ. Мероприяти çĕршыври 15 регионти 69 организацие пухнă. Çав шутра — техникăпа тата ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсемпе тивĕçтерекен 28 поставщик. Курава малта пыракан селекционерсем, отрасль эксперчĕсем, аграри предприятийĕсен специалисчĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен представителĕсем тата регионти агропромышленность комплексне аталантарас ĕçри хастар çамрăк специалистсем хутшăннă. Мероприятие уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Уй кунĕ» курав чиккинчен тахçанах тухнине, вăл ял хуçалăх производствин тытăмĕнчи опытпа ылмашăнмалли тата инновациллĕ йышăнусем тумалли площадка пулса тăнине палăртнă.
Чăваш Ен Раççейре пулăхлă çĕрлĕ пулнипе палăрса тăрать, пирĕн аграрисем те çĕршывра чи вăйлисенчен пĕри шутланаççĕ.
Çак кун Олег Николаев тата «Россельхозбанк» АОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская Россельхозбанкăн «фермер шкулĕн» улттăмĕш юхăмĕнчен вĕренсе тухнă 30 çамрăка дипломсемпе чысланă. Асăннă проект агробизнес валли квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме тĕллев лартни пирки эпир хаçатра пĕрре мар çырнă. Çавăн пекех хăйсен ĕçне пуçарса яракан 20 фермерпа хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата агропромышленность комплексĕн предпринимателĕсене «Агростартап» грант илме сертификатсем панă. Федераци тата регион бюджечĕсенчен уйăрнă грант пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле сумми 99 млн тенкĕпе танлашать.
Куравра Раççей промышленноçĕн ял хуçалăх оборудованийĕн тытăмĕнчи тĕп çитĕнỹсемпе те паллашнă. Ял хуçалăх валли техника кỹрессипе специализациленекен çĕршыври малта пыракан çирĕм сакăр организаци 200 ытла техника кăтартнă.

