Республика Пуçлăхĕн «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проекчĕпе килĕшỹллĕн Етĕрне округĕнче Тăван çĕршыв воинĕсен çемйисен комитечĕн республика шайĕнчи форумĕ иртнĕ.
Унта СВО ветеранĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе ветеранĕсене тĕрев парас енĕпе ĕçлекен пулăшуçи Руслан Валиуллин хутшăннă. Комитет СВОна хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп ыйтăвĕсен шутĕнче — гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтересси, çăмăллăхсемпе, компенсацисемпе çыхăннă йышăнусем хатĕрлеме, аманнă çар çыннисене сипленме пулăшасси, психологи тата право тĕлĕшĕнчен тĕрев парасси, хыпарсăр çухалнисене шырама хутшăнасси.

