Вторник, 9 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шур халатлă хĕрарăм

Шур халатлă хĕрарăм

Елена АКСУПИ

Калав

Пуçламăшĕ 23, 24-мĕш номерсенче.

— Марина, атя иксĕмĕр пăртак уçăлса çỹрер. Тен, çак пуçару вырăнлах та мар пек туйăнĕ саншăн, анчах та ман… — чи кирлине ниепле те калаймарĕ яштака çар çынни. Именчĕ пулин те сăмахĕ çинех тăмах шутларĕ. — Слава хĕрĕ патне кайрĕ. Атя…

— Мĕнле хĕрĕ патне? — ăнланаймарĕ Марина. Кĕтмен хыпар уншăн яра кун аслати кĕрслеттернĕ евĕр туйăнчĕ. — Ăçталларах пурăнать вăл?

— Каçар мана, ку сăмаха ман каламалла марччĕ, паллах. Анчах та эс яла кайсан ку вĕлтĕр-вĕлтĕр студенткăпа явăçнăранпа Слава улшăнчĕ. Хăйне хăй илтми, ăнланми пулчĕ.

Марина малалла итлесе тăмасăрах савнийĕ çак самантра пулма пултаракан çурт еннелле утрĕ. Пĕр хăрамасăр алăкран пырса шанклаттарчĕ. Шашулкка чĕриклетсе уçăлни илтĕнчĕ.

— Слава, салам, мана ăсатса ямăн-ши? Сан манпа калаçмалли, ăнлантармалли пурах пуль тетĕп. Эп çын каланă тăрăх çеç темĕскер вĕçне-хĕрне çитичченех ăнлансах пĕтереймерĕм, — хĕр хăйне лăпкăн тытма тăрăшрĕ пулин те, сасси чĕтревлĕ илтĕнчĕ.

Вĕсем Марина пурăнакан çурт еннелле утрĕç. Пĕр хушă лăпкăн, сăмах чĕнмесĕр пычĕç. Иккĕшĕ те самаях пăшăрханни вĕсен кашни хусканăвĕнче палăрчĕ. Слава пĕр хушă калаçăва нимĕнпе çыхаймасăр пычĕ, унтан пике аллинчен ярса тытрĕ.

— Каçарайсан каçар мана, савниçĕм. Веçех пăтрашăнса кайрăм, тикĕс çултан пăрăнтăм пулмалла. Эпĕ сана çеç юрататăп. Анчах тем тĕрĕс мар хăтлантăм. Лера манран ача кĕтетĕп тет. Эпĕ вара вăл каç ỹсĕр пулнă, хам мĕн хăтланнине нимĕн те астумастăп.

— Тем эс эрех-сăрана юратнине хальччен илтменччĕ, — терĕ хĕр сăмахне татсарах. Çиллессĕн, сиввĕн илтĕнчĕç вĕсем, каçхи шăплăха çурчĕç. — Эсĕ капла Совет çарĕн офицерĕн ятне ямăн-и? Ỹсĕрсене юратман эп хальччен те, халĕ те юратмастăп.

— Ăнлан-ха, çапла пулса тухнăшăн пĕр эпĕ çеç айăплă. Çакăншăн аçа çаптăр мана, Турă айăплатăр. Кукамая шел. Унăн мансăр пуçне урăх никам та çук.

— Кăшт маларах эпĕ те сан ĕмĕтỹсенче пурччĕ. Маннă эсĕ, пĕтĕмпех маннă. Манăн халь мĕн тăвас? Чĕрене сана юратма епле чарас, мĕнле хушас ман ăна? Мана тетте вырăнне хурса вылярăн та пăрахрăн эппин эс, лейтенант юлташ. Эпĕ сан валли чĕрере, чунра вырăн тупса патăм. Эсĕ те çаплах юратупа хуравлатăн пуль терĕм.

— Пăрахман, ĕнен, пăрахман. Атя паян иксĕмĕр таратпăр тĕнче хĕрне — Сахалина, Норильск хулине, Камчаткăна… Антарктида пăрĕсем çине, — Слава куçĕнче тарăху, йăлăну палăрчĕ.

— Хăвăн совеçỹнтен тарса пытанăйăн-и вара, ачу ỹссен мĕн калĕ? Эп халь ăнлантăм сан пăшăрханăвна — сан çĕнĕ «юратăвун» — Лерăн — амăшĕ Инза районĕн прокурорĕ. Сана, тăлăха, вĕçертмеççех вĕсем.

— Кукамай та хăвăн хыççăн чупакана качча ил, вăл эс ăна юратмасан та сана Турă вырăнне хурса пурăнĕ, ниçта та кайса кĕреймĕ терĕ, — йĕкĕт сасартăк куççуль витĕр ахăрса кулма пуçларĕ. — Ан пăх, тĕллесе ан пăх ман çине, Марина, эпĕ ăçтиçук, пỹтсĕр, айван, хăравçă. Хам юратăва хам таптарăм. Лера вара — «маттур»! Пултарчĕ вăл, мана, вăйсăрскере, пĕтерчĕ, çутă ăраскала тĕп турĕ.

— Çитет ĕнтĕ, Слава! Эсĕ ăна хăв пăхăнман, итлемен пулсан веçех ĕлĕкхилле пулатчĕ. Ỹсĕрле-и, урăлла-и, чеескертен пăрăнма хал çитереймен эс.

— Эх, эсĕ те çав… Мĕншĕн нумайлăха пăрахса кайрăн мана?

Слава хĕре хĕрỹллĕн ыталаса илчĕ те юлашки хут тенĕ пек антăхса кайса чуптума пуçларĕ. Иккĕшĕн те куçĕсенчен вĕри куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Марина та каччă ытамĕнчен тухма васкамарĕ. Савнине хирĕçлеймерĕ вăл. Сĕм тĕттĕмре каччăран уйрăлсанах ыранах докуменчĕсене илсе Инзăран таçта аякка пăрахса тарма шухăшларĕ. Ирхине куçне хупса Раççей картти çине кăранташ лартрĕ те — мĕнле хула лекнĕ çавăнта çул тытрĕ…

Сарă ту хулинче тухтăр специальноçĕпе ĕçе вырнаçма йывăр пулмарĕ Маринăна. Васкавлă медицина пулăшăвĕн пульницинче хапăл пулчĕç хĕре. Медицина сестрисем хĕвел пек кирлĕ кунта. Пĕрремĕш кунранах Софья ятлă пикепе туслашса кайрĕ. Лешĕ вăр-вар та пултаруллăскер, Маринăна чи малтанах çĕнĕ ĕç вырăнĕпе — тем пысăкăш пульницăпа — паллаштарчĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.

Хирурги уйрăмĕ ют пулмарĕ чăваш пикишĕн. Малтанлăха Инза час-часах асне килчĕ унăнне. Чĕре суранне пусарас тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕ вăл. Каçхи сменăсене тăтăш юлчĕ, май тупса ĕçтешĕсене ылмаштарчĕ. Типсе-хăрса кайрĕ. Шăммипе тирĕ тата мăшăр кăвак куçĕ çеç палăрчĕ.

Ĕç укçи нумай мар медицина сестрин. Тумланас та, хỹхĕм курăнас та килет. Уйăхне пĕрре те пулин театра та каяс килет. Укçине пăртак килтен ярса пама — ăçта унта. Колхозра ĕçлекен ашшĕ-амăшĕн иккĕмĕш хĕрĕсĕр пуçне тата ултă ача. Кашнинех пулăшас пулать.

Çĕнĕ çул каçхине те, Раштавра та, Кăшарнире те пульницăра дежурствăра тăчĕ Марина. Ăçта, кам патне васкас унăн? Кичемлĕх пусса çитерчĕ чунне те, чĕрине те. Каçхи дежурствăра коридорпа пынă хушăрах тăнне çухатнине тĕлĕк пек çеç астăвать шурă халатлă пике. Ун патне васкаса терапи уйрăмĕнчен тухтăр чĕнтерчĕç. Сывлăхне тĕсесе тĕпчеме тỹр килнĕ çамрăк тухтăр тимлĕ пулчĕ.

— Чиперкке ĕçтешĕм, эсĕ хăвна мĕншĕн çав териех пусмăрласа çитернĕ? «Куллен ĕçре, канма та пĕлмест, хăйне хăй шеллемест», — терĕç сан пирки. Мĕншĕн апла хăтланатăн-ха? Диетăна пăхăнмастăн пуль те? Сан чуну мĕн çинче тытăнса тăрать-ши тỹлĕк? Мĕн те пулин çиетĕн-и эсĕ, яту сан мĕнле? — тĕпчерĕ вăл.

Марина вăрахчен хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнланса илеймесĕр нушаланчĕ. Каласан вăтанса, хĕрелсе кайрĕ. Ĕçре çапла хăтланнăшăн аван марланчĕ вăл. Тепĕр тесен, ỹкессе ăçтан пĕлтĕр-ха, мăнтарăнскер. Пуçĕ çĕркаç та çаврăннине туйнăччĕ. Ĕшеннипе пуль, тенĕччĕ.

— Юрать, хисеплĕ çыннăмăр, малашне веçех эсир каланă пек тăватăп, — тухтăр куçĕнчен пăхма хăяймасăр куланçи пулчĕ пике.

— Калăр-ха, сирĕн апат рационĕнче аш-пăш, çу, çăкăр пур-и? — тĕпчеме чарăнмарĕ арçын тухтăр.

Сергей Петрович БСМПра интернатура иртет. Сарă ту институчĕ хыççăн килнĕ вăл кунта. Терапи уйрăмне ун ашшĕ, хулари паллă тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, ертсе пырать.

Тĕлĕнмелле вăл ăраскал тени. Маринăна васкавлă пулăшу пама тивнĕ хыççăн Сергей хирурги уйрăмне кашнинчех мĕнле те пулин сăлтав тупса кĕркелеме пуçларĕ. Каярах пушшех те тăтăш çỹреме пуçларĕ. Ĕçтешĕсем тĕп сăлтавĕ камра пулнине самаях чухларĕç-ха. Пĕррехинче дежурствăран пĕр вăхăталла тухнă çамрăксем алăк патĕнче ăнсăртран тĕл пулчĕç. Пăлханнипе пикен чĕри кăкăрĕнчен тухса каясла тапма пуçларĕ.

— Марина, эсир киле питех васкатăр-и? Паянхи куна мĕнлерех плансем сирĕн? Атьăр, кинона каятпăр, пĕрремĕш сеанса тытатпăр та вĕçтеретпĕр санпа, — куç хĕсрĕ Сергей пикепе çĕр çул варлă çỹренĕ евĕр. Каçса кайса куçĕпе ытамларĕ.

— Пĕрремĕш сеанс миçере вара? Ĕлкĕрĕпĕр-и? — йăл кулчĕ хĕр.

— Халех ыткăнсан — ĕлкĕретпĕр.

Кино курни курманнипе пĕрех пулчĕ. Залта вĕсем пек тата тепĕр çамрăк мăшăр пурччĕ. Вĕсем пĕр вĕçĕнче чарăнми пакăлтатрĕç, тухтăрсем — тепĕр енче. Тем çинчен те калаçса ĕлкĕрчĕç вĕсем, шкул пурнăçĕ, ĕмĕт-тĕллевсем, шанчăклă тантăшсем. Часах пĕр чĕлхе тупрĕç пулин те, калаçу шăнăрĕ вара çав-çавах медицина пулчĕ. Пĕри — тин çеç медицина институтне пĕтернĕ, малалла ăсне туптать, тепри — аслă шкула кĕме ĕмĕтленет, палатăсенчи чирлисене хăй тем пек кирлине туять. Иккĕшĕ те сывлăх сыхлавĕн тытăмне ахальтен пырса кĕменнине çирĕп пĕлеççĕ. Вĕсене кунти сăмсана кăтăклакан хăйне евĕр шăршă та килĕшет, питĕ çирĕп йĕрке те. Куллен сипленекен, нăйăлтатма юратакан йăваш кăмăл-туйăмлă чирлĕ çынсем те тарăхтарса çитереймеççĕ иккен вĕсене. Хăйсене ним юлмиччен медицинăна, тухтăр ĕçне халаллама хатĕр. Шăп çакă пĕр тĕвве çыхнине ăнланчĕç çамрăксем. Малашне пĕр-пĕрне пулăшма пулчĕç.

Марина чăнласах малалла вĕренмеллине ăнланать. Кĕнеке таврашне вăл ĕçне те хăйпе пĕрле итлет. Сергей вăхăт тупăнсанах ун патне кĕркелесе тухать, пĕрле кăнтăр апатне, каçхине театра, кинона, парка çỹреççĕ.

— Марина, эпир иксĕмĕр те сиплевçĕсем. Пĕр çуртрах тăрăшса вăй хуратпăр, чирлисене ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçлетпĕр. Меллĕ самант тупăнсанах пĕр-пĕрин патне васкатпăр, кашнинчех калаçса сăмах пĕтменнине туятпăр. Уйрăлсанах — тунсăхлама пуçлатпăр. Тата каçпала мĕншĕн расна çулсемпе утатпăр эпир ĕçрен? — терĕ сасартăк Сергей савнине килне çитернĕ май. Хăрах аллипе пикене хулĕнчен çавăтнă вăл. Чĕре таппи çỹхе пальтовĕ витĕр илтĕнет.

Сасси ун ытти чухнехинчен çепĕçрех тухнине асăрхарĕ Марина. Апла пулин те ним хуравлама пĕлмерĕ.

— Итле-ха, ыран пирĕн пата хăнана пырăн-и? — яш пикене аллинчен ярса тытрĕ. Вара хуравласса кĕтмесĕрех. — Аттепе анне сана хапăл пуласса шансах тăратăп. Пулас арăмпа пĕрре паллаштармаллах-çке ман вĕсене.

— Эпĕ… Эсĕ…

— Нимĕн те ан кала, — Сергей кỹршĕллĕ çурт умĕнче ỹсекен лапсăркка йывăçран пĕр туратне хуçса илчĕ те çĕрĕ евĕр çавăрса ăсталаса Марина пỹрнине тăхăнтартрĕ. — Шурă пирĕштийĕм, ман мăшăр пулма килĕшсемĕр. Эпĕ сана вĕçĕмсĕр алă çинче йăтса çỹрĕп.

— Аллу ывăнмĕ-и, эп капла пăхма анчах çăмăл пек. Шăмăсем йывăр ман, — шỹтленçи пулчĕ пике. Вара темшĕн куçĕ умне Инзăри Слава сăнарне кăларса тăратрĕ. «Яланах пĕрле пулăпăр, сана алă çинче йăтса çỹрĕп», — тенĕччĕ вăл та. Вăхăт çитмесĕрех çапла шантарса сĕмсĕррĕн суйнăччĕ. Анчах Марина та телейлĕ пулма тивĕçлĕ-çке. Вăл нимĕнпе те çынран катăк мар. Вара: «Сергей, эп килĕшетĕп», — терĕ.

— Эппин ыранччен, — каччăн пичĕ çуталнине ахăртнех хирĕç пулнисем те курчĕç. Вăл савнине çырла тутинчен чăпăрт тутарчĕ те ырă хыпара пĕлтерме килне вĕçтерчĕ. Марина хăнана кайма пуçтарăнать. Ĕç хыççăн чи хитре кĕпине тăхăнчĕ вăл. Ăна иртнĕ отпускра Азербайджана çар çыннине качча кайнă аккăшне курма кайсан тăванĕ туянса панăччĕ. Пĕрре курсах килĕштернĕччĕ вăл çак илеме. Тахçанччен хăйне ытараймасăр пăхса тăчĕ вăл тĕкĕртен. Хăлхинче — вăрăм кăвак алка. Çырла тутине, кăвак куçне, пĕчĕк сăмсине пĕр кашăк шывпа çăтса ярăн. Чипер тесех чипер вăл. Хăйне хăй ырă кăмăл сунса урама тухрĕ.

Тĕл пулу начар мар иртрĕ. Профессор хваттерĕнче хапăл пулчĕç ăна. Хăнасене йышăнакан пỹлĕме пысăк сĕтел хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук кунта, ĕçмелли те, çимелли те тинĕс леш енчен кỹнисем ахăр! Пысăк черккесене хĕрлĕ иçĕм çырли эрехне тултарнă. Вĕри апата умлăн-хыçлăн тĕпелте ĕçлекен вăтам çулхи хĕрарăм илсе килсе лартать. Марина çине те ăшшăн пăхкалать вăл. Çак тинкерỹпе кин кĕртсен мана та çăмăл пулать тенĕн туйăнать. Сергей ашшĕ, куçлăх тăхăннă профессор, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, пит йĕркеллĕ йăваш арçын пек туйăнчĕ хĕре. Амăшĕ, вăл — куç тухтăрĕ, çивĕч те усал хĕрарăм пулнине пĕрре курсах ăнланчĕ чăваш пики. Кашни сăмахне сăрхăнтарса кăларать вăл çăварĕнчен. Тĕпчерĕ, сăнарĕ тата çĕр тĕрлĕ ыйту пачĕ.

— Ăçта çуралнă тетĕн-ха? Аçу-аннỹ кам пулса ĕçлет сан, Марина? Йăмăкусемпе шăллусем миçен? — йĕкĕлтесе ыйтнăнах туйăнчĕ хĕре.

— Инçетри пысăках мар йăмраллă чăваш ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çут тĕнчене килнĕ эп. Анне çичĕ ача çуратнă. Яланах килте те, колхозра та ĕçлеме ĕлкĕретчĕ. Халĕ те çаплах вăр-вар вăл. Тĕлĕнмелле алă ăсти тата, тĕрлет те, çыхать те, çĕлет те.

— Тĕпренчĕкĕсене те пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ апла, — сăмах хушрĕ Петр Васильевич.

Ывăлĕ арăм пулма суйласа илнĕ пикепе çав тери кăмăллă пулнине пытармасăр вашават тытрĕ вăл хăйне, çемçен калаçма тăрăшрĕ. — Эсĕ медицинăна мĕнле майпа пырса кĕнĕ? Тухтăрсем пур-и сирĕн ратнере?

— Ачаран ĕмĕтленнĕ — çавă çеç. Аслă тете Хусанти авиаци институтĕнчен питĕ ăнăçлă вĕренсе тухса паян Ульяновскри самолетсем кăларакан «Авиастар» заводра чи пултаруллă инженерсенчен пĕри шутланать. Пĕр йăмăк ресторанта апат пĕçерет, шăллăм пуйăссем çỹретет. Аппа фармацевт, тепĕр йăмăк Чĕмпĕрти медицина училищине вĕренме кĕме хатĕрленет. Пирĕншĕн ют мар медицина профессийĕ те. Атте пире темшĕн биологипе химие ыттисенчен те анлăрах вĕренмелле тесе явăçтаратчĕ, — Марина ыйтусене лăпкăн хуравлама тăрăшрĕ. Сассине хăпартас йăла хальччен те пулман унра.

— Эсир, каччăсем, балкон çине уçăлма тухасшăн мар пуль те, эпир кунта, хĕрсем, вăрттăн калаçса илер, — текелесе Светлана Ивановна икĕ шанчăклă арçыннине тепĕр пỹлĕме ăсатрĕ.

— Мариночка… — тарăннăн сывларĕ хĕрарăм. — Эсĕ мана питĕ килĕшрĕн, хитре, ăслă, чее, пĕр сăмахпа, пур енĕпе те пултаруллă. Анчах…

— Мĕншĕн ун пек каланине ăнланаймарăм эп…

— Санăн тарăннăн шухăшлама кирлех те мар — эс чи тĕппине çеç тăнла, — сăмаха тăсрĕ амăшĕ. — Эсĕ ăнлантăн ĕнтĕ — Сергей питĕ чаплă медицина династийĕнчен тухнă пултаруллă ача, ашшĕпе амăшĕн, аслашшĕн, мăн аслашшĕн сăваплă ĕçне тăсма тĕв тунă пулас медицина çăлтăрĕ. Эсĕ вара — ятарлă вăтам пĕлỹллĕ медицина сестри, ялтан тухнă сăрă шăши.

— ?!

— Ан кỹрен. Эпĕ — хам мĕн шухăшланине тỹррĕн калама хăнăхнă çын. Ман сăмахăм та, паллах, пурне те килĕшме пултараймасть. Ăнăçлă парти суйласа илнĕ эс хăвна валли. Маттур! Анчах эсĕ, ĕнен мана, ун романĕн геройĕ мар. Çапла, çапла. Ăна çутă пуласлăх кĕтет. Санăн вара ăна хавхалантарма сăнупа шĕвĕр сăмсусăр пуçне нимĕн те çук урăх. Ман ывăла вара хăйĕн пек пуян та аслă пĕлỹллĕ тухтăр кирлĕ.

Светлана Ивановна, эсир ку çын малалла вĕренеймĕ тесе кăлăхах кулянатăр. Эпĕ те сирĕн пекех хисеплĕ тухтăр пулăп. Тата… тата çын пуянлăхне нихăçан та хапсăнман эп, ман хамăн та укçа ĕçлесе илмелĕх ăс-пуç, алă пур.

Ан култар-ха, мĕнпе вĕренетĕн эс? Пирĕн укçапа-и? Çыпçăнма шутларăн апла? Пĕлетĕп эп медицина сестри миçе тенкĕ ĕçлесе илнине, — аслин пит-куçĕ улшăнма пуçларĕ, пĕр кăвакарса, пĕр шурса кайрĕ.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code