Понедельник, 16 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре — Александр Тихонов

Елчĕкре — Александр Тихонов

Округра ĕçлĕ визитпа Раççей Фдерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Александр Тихонов пулнă.

Округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă май, калаçу округăн социаллă пурнăçĕпе экономика атланăвĕн ыйтăвĕсем, ĕçе кĕртнĕ проектсем тата тĕллевсем тавра пынă. Тĕп тема, паллах, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси. Леонард Васильевич çĕршыв хỹтĕлевçисемпе вĕсен çемйисене яланах тимлĕхре тытнине палăртнă май, тивĕçекен пулăшу мелĕсене те çĕкленĕ: тỹлевсем, çăмăллăхсем, реабилитаци, ĕçе вырнаçтарасси, социаллă пулăшусем… Салтаксем валли тĕрлĕ кирлĕ япала, апат-çимĕç пуçтарасси тата вырăнсене илсе çитересси вара — приоритет.

Тĕл пулу тапхăрĕнче Александр Тихонов Леонард Левыйпа пĕрле хăш-пĕр объектсенчи лару-тăрупа паллашнă. Акă, тĕп больницăра юлашки вăхăтра пысăк юсав ĕçĕсем сахал мар ирттернĕ. Çав вăхăтрах апат-çимĕç блокĕ çивĕч ыйту шутĕнче. Александр Михайлович ăна юсас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтăва татса пама шантарнă.

ПФО пуçлăхĕн çумĕ хăй вĕреннĕ Елчĕкри вăтам шкулта пыракан юсав ĕçĕсемпе те интересленнĕ. Паянхи кун тĕлне унта пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 50 процентпа танлашать. Вăл ачасене хăтлăх туса парассинче ĕçĕн пахалăхне çỹллĕ шайра тытса пымаллине тата срокра вĕçлемеллине палăртнă.

Çула май сывлăш-десант çарĕн ветеранĕсен ушкăнĕпе тĕл пулнă. Вĕсем вертолет постаменчĕпе юнашар десантниксен палăкне тума пикеннĕ. Александр Тихонов ветерансене пархатарлă ĕçшĕн, çамрăксене çарпа патриотла воспитани парассинче тăрăшса тимленĕшĕн тав тунă.

Ентеш округра проектсемпе пуçарусене анлă çул панипе кăмăллă пулнине палăртнă, вĕсене пурнăçа кĕртессинче ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code