Юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен çĕршывăн экологи тĕлĕшпе ырă регионĕсенчен пĕрин статусне çирĕп тытать тени вырăнлă. Паян регион Раççейĕн экологи рейтингĕнче 7-мĕш вырăн йышăнать, каяшсемпе ĕçлес, вăрман хуçалăхĕн тухăçлăхĕ енĕпе çĕршыври чи лайăх субъектсен йышĕнче.
Экологи ыйтăвĕсене татса пама федераци тата республика бюджечĕсенчен 6 миллиард тенке яхăн уйăрнă. Çак укçа ял-хулари каяшсем пухăнакан, хăрушлăх кỹрекен вырăнсене пĕтерме, тасатакан çĕнĕ сооруженисене хута яма май панă.

