Пятница, 10 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Клеоник тете — 90 çулта

Клеоник тете — 90 çулта

«Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан», — каларăша асра тытса вырсарникун Хăвăлçырмари культура ĕçченĕсем Клеоник Самсонова 90 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕç.

Клеоник Иванович хăйĕн çинчен питех каласа памарĕ. Кĕскен вара çакна палăртма пултаратпăр. Ăна ялти шкулта 4 класс çеç вĕренме май килнĕ. Илья тетĕшĕ, урине тăхăнма пушмак çуккипе, йĕпе-сапара ăна шкула йăтса кайнине аса илет. Ачаранах лаша витинче конюх пулса ĕçленĕ.

18 çул тултарсан салтак тумне тăхăннă. Германи çĕршывĕнчи Коздам хулинче самолетсене юсас, тирпейлес ĕçе хутшăннă. Тен, ял çамрăкĕн тракторист пуласси çавăнта çуралнă? Служба хыççăн Канаш хулине кайнă та вăл вĕренме.

Тракторист хăй вăхăтĕнче ялта хисеплĕ професси шутланнă. Ялти 200 ытла хуçалăхран 5-ĕшне кăна пулăшайманнине пĕлтерет Клеоник тете.

1958 çулта Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕпе Елена Красновăпа çемье çавăрса 63 çул шăкăл-шăкăл пурăннă, 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ỹстернĕ. Елена Ивановна тăван колхозрах пахчаçăсен бригадинче ĕçлесе пенсие тухнă. Шел пулин те, паянхи кун савнă мăшăрĕ те, икĕ ывăлĕ те юнашар çук. Гена ывăлĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Хĕрĕсем, Таньăпа Полина, кашни эрнере тенĕ пекех, тăван киле ашшĕ патне васкаççĕ. Мăнукĕ Надежда та аслашшĕне манса каймасть: пушă вăхăт тупăнсанах ун патне çитсе килме тăрăшать.

Юлашки вăхăтра Клеоник Иванович сывлăхĕ хавшаса пынине пĕлтерет. Ăна пурăнма ачисем, 5 мăнукĕ, 11 кĕçĕн мăнукĕ тата икĕ кĕçĕн мăнукĕн ачисем вăй парса тăраççĕ паянхи кун.

— Атте çын çинче яланах шỹтлеме юрататчĕ, — ăшшăн аса илет Таня хĕрĕ çывăх çынни пирки. — Килте çиллес калаçнине астумастăп. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ аннепе атте.

Хăйĕн Гена шăллĕне те ашшĕне лайăх пăхнăшăн тав тума манмарĕ вăл. Хисеплĕ Клеоник тетене эпир те сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code