Иртнĕ кунсенчен тытăнса Шупашкарти «Каскад» суту-илỹ центрĕнче республикăри уй-хирсемпе фермăсенче фермерсем туса илнĕ продукципе суту-илỹ тăвакан «Пехет» агромаркет ĕçлеме пуçланине пĕлетпĕр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пехет» проектне республика Правительствипе «Чăваш Енĕн халăх фермерĕ» ассоциаци хамăр фермерсен продукцине сутма май туса парас тĕллевпе пурнăçа кĕртнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл агромаркет республикăра пурăнакансемшĕн меллĕ вырăн пулса тăнине палăртнă. Мĕншĕн тесен унта фермерсем тавар туянакансене хăйсен пахалăхлă продукцийĕпе тивĕçтерме пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра кунта шăпах республикăн округĕсенчен пуçтарăннă фермерсем тĕрлĕ продукципе суту-илỹ тăваççĕ: аш-какай, сĕт-çу, пыл, пахча çимĕç, улма-çырла, пулă, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем…Çавăн пекех кунта наци уйрăмлăхне палăртакан кĕпе-тумтир, ал ĕç ăстисем хатĕрленĕ сувенирсем тата ытти тĕрлĕ таварсене те тупса туянма пулать. Паллах, малашне «Пехет» сĕтел-сентрисем çинче вырăнта туса кăларнă продукци тата та ытларах пулĕ. Елчĕк округĕнчи фермерсемпе уйрăм пайтаçăсем те унта хăйсен продукцийĕсене сутма тăратасса шанса тăратпăр.

