Среда, 22 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Пурнăç тăршшĕне ỹстерес тата халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе «Сывлăх патне — утăм» пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проект хута ятăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев — республикăра пурăнакансене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Чире вăраха ямалла мар, çийĕнчех тупса палăртса сиплеме пуçламалла. Кун пек чухне вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем ытларах пуласси пĕрре те иккĕлентермĕ. Ку ыйту паянхи пурнăç таппинче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, усал йăласенчен хăтăлмалла, кашнин сывлăха упрама тăрăшмалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Сывлăх патне — утăм» проект Елчĕк округĕнче те хăйĕн «çимĕçне» курăмлă панине çирĕплетсех калама пулать. Проекта хутшăнса паянхи кун тĕлне Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче, пасар территорийĕнче 2 хутчен, Кĕçĕн Таяпа ялĕнче, Элпуç-Кармал тăрăхĕнче, Елчĕкри Андреев урамĕнче, Лаш Таяпа, Яманчỹрел ялĕсенче «Сывлăх пункчĕсем» ĕçленĕ. Сăмах май, Лаш Таяпа ялĕнче иртнĕ сывлăх кунне 94 çулхи Мария Александрова та хутшăннă (сылтăмри сăн ỹкерчĕкре).

— Пире пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, сывлăха тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме май туса панăшăн, шурă халатлă ĕçченсем, сире пурне те пысăк тав, — палăртнă хăй мĕн пур енĕпе сывлăхлă пулнине тепĕр хут ĕненнĕ хыççăн кинеми.

Калас пулать, вăхăтне те, вырăнне те медицина ĕçченĕсем ăнăçлă, халăх нумай пухăнакан çĕрте суйласа илме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та кашнинчех нумай çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме май тупать — урăхла каласан, кăмăллипе усăллине пĕрлештерет. Сăмахран, Кĕçĕн Таяпари культура çуртне çак кун Николай Краснов хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора, юрăçа халалланă творчество конкурсне чылай участник, куракан пухăннă, Элпуç тăрăхĕнче Питрав уявне тата рысаксен чупăвне ирттернĕрен таврари тата ытти ялсенчен йышлă çын килнĕ пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕ, ятарласа сывлăхне тĕрĕслеттерме килнисемпе пĕрле, проекта хаваспах хутшăннă. Елчĕкри Андреев урамĕнчи хваттерсенче тухса çỹрейменнисем те пулнипе вĕсем патне терапевтпа кардиолог килĕсене кĕрсе те сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ.

— Кăтартусем «Сывлăх патне — утăм» проект çынсемшĕн питĕ кирлине, усăллине çирĕплетеççĕ, — пĕлтерет Елчĕкри тĕп больницăн райтерапевчĕ Н.А.Шакова. — Ĕнерхи, июлĕн 31-мĕшĕнчине шутламасăр, хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ 1064 çынран 426-шĕн юн пусăмĕ ỹсни, 364 çыннăн холестерин шайĕ пысăк пулни, 51-ĕшĕн юнри сахăр шайĕ пысăкки, 443 çыннăн ытлашши виçе пулни (267-шĕн кĕлетке виçин индексĕ (ИМТ) 25-рен иртнĕ, 176-шĕн вара — 30-тан), 9 пациентăн куç пусăмĕ пысăк пулни палăрчĕ. Хăшĕ-пĕри çак чирсем пирки пĕлмен те. Вĕсен, паллах, сипленмелле, профилактика мерисене пăхăнмалла, тухтăр патне çитсе тĕплĕнрех консультаци илмелле.528 çын «Сывлăх шкулĕн» занятийĕсенче пулса усăллă сĕнỹ-канаш илнĕ.

Пĕр вырăнта, малтанласа тухтăр патне çырăнмасăр, хăв пурăнакан вырăнтан инçе мар, уçă сывлăшра темиçе тĕрлĕ тухтăрпа тĕл пулса сывлăха тĕрĕслеттерни, канашсем илни, анализсем парса тỹрех ун кăтартăвĕсене пĕлни тем пекех паха пулнине палăртаççĕ проекта хутшăнакан пациентсем.

Проект малаллах ĕçлет. Сывлăх пункчĕсен ĕç графикне кашни эрнере йĕркелеççĕ. Августăн 7-мĕшĕнче тухтăрсем Çĕнĕ Пăва, 14-мĕшĕнче — Аслă Пăла Тимеш ялĕсене çитĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code