Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăнавçăран нумай килет

Сăнавçăран нумай килет

Вăрçăн хăйĕн саккунĕ теççĕ. Унта хăв шутланă пек мар, пачах тỹнтерле килсе тухма пултарать. Ятарлă çар операцийĕнче те çар çыннин шăпи пĕрешкел килмест.

Алексей Струнков Тăрмăш ялĕнче 1983 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралса ỹснĕ. Вырăнти вăтам шкулта 11 класс пĕтерсен Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш номерлĕ ГПТУра пĕлỹ илнĕ, 4-мĕш разрядлă автомеханик пулса тăнă.

— Алексее вĕрентнĕ эпĕ, — каласа парать халĕ Тăрăм территори пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Людмила Смирнова. — Тăрăшатчĕ. Ытларах истори предметне кăмăлланă вăл, политикăпа кăсăкланнă, çавна май уроксенче ыйтусем панипе тĕлĕнместĕмччĕ.

22.06.2002-03.06.2004 — сроклă служба тапхăрĕ. Сержант ăна вăл тапхăрти лăпкă мар территорире — Дагестанри Буйнакскра ирттернĕ. Салтак тумне хывнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте ĕçлет.

2023 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Алексей Володиевич татăклă утăм тăвать — ятарлă çар операцине хутшăнма Раççей Оборона министерствипе контракт çырать. Хастар, çирĕп тĕллевлĕскер службăна штурмлакан ротăра ирттернĕ, сахал мар заданире пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă.

Пĕринче, акă, юлташĕпе пĕрле черетлĕ приказ илнĕ: «Тăшман вырнаçнă лаптăкра сăнав йĕркелемелле». Хырăмпа шуса çитеççĕ палăртнă çĕре. Хушă та 25-30 метр кăна! Вăрттăн сăнаса хамăрăннисем патне унти лару-тăрăва пĕлтерсе тăраççĕ. Вĕсен тимлĕхне пула тăшманăн планĕсене пурнăçа кĕртме паман. Пирĕннисем вара, малалла куçса, хăйсен хатĕрленỹ позицине çирĕплетме пултарнă. 2024 çулхи августăн 8-мĕшĕнче кĕçĕн командира «Штурм операцийĕсене хутшăннăшăн» медальпе мĕншĕн чысланине тỹрех ăнкарса илетĕн. Алексей маларах разведка ротинче пулнă май, час-часах сăнав постĕнче тăнă. Асăрхавлăскерĕн опыт çапла пуçтарăннă та ĕнтĕ.

2024 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче салтакăн кун-çул биографийĕ сасартăк çырăнма чарăнать: Донецк Халăх Республикин Артемов районĕнчи Андреевка ялĕнчи çапăçура вилмеллех аманса куçне ĕмĕрлĕхех хупать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2025 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи 73-сс Указĕпе килĕшỹллĕн Алексей Струнков сержанта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Жуков медалĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн). Наградăна июнь уйăхĕнче хĕрне, Миленăна, панă.

Н.ФЕДОРОВ.
Тăрмăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code