Эрех-сăра ĕçме хăнăхни — чир-ши е йĕркесĕрлĕх, иртĕнỹ? Çак ыйтăва уçăмлатас тесе эпир Елчĕкри тĕп больницăри нарколог тухтăрпа Рената ШАКОВĂПА калаçрăмăр.
— Рената Николаевна, пĕрмай эрех-сăра ĕçекен çын хăй чирлĕ пулнине ăнланать-ши?

— Ĕçке ярăннă кирек хăш çын та хăйне алкоголизмпа чирлĕ тесе йышăнмасть. Хăть хăçан та ĕçме пăрахма пултаратăп тесе çирĕплетет. Анчах, шел пулин те, хăй ĕçет те ĕçет. Нарколог тухтăрсем тата халăх алкоголизм чирĕ çине тĕрлĕ куçпа пăхаççĕ. Нумай çын эрех ĕçме хăнăхнине чир вырăнне хумасть. Алкоголикăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем шутланă тăрăх, унăн нимĕнле чир те çук: ку вăл — иртĕнни, йĕркесĕрлĕх, явапсăрлăх, хăйĕн кăмăл ирĕклĕхĕ çинчен анчах шутлани. Ĕçекен çын çакăншăн пĕтĕмĕшлех хăй яваплă, кăмăлĕ пулсан кирек хăш вăхăтра та çак киревсĕр йăлана пăрахса урă пурнăçпа пурăнма пуçлама пултарать тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Тухтăрсем вара алкоголизма аталанса пырса пысăк йывăрлăхсем патне илсе çитерекен чир тесе палăртаççĕ.
— Ăçта-ши чăнлăхĕ? Алкоголизмăн хăш палăрăвĕсем чир иккенне, хăшĕсем иртĕнỹ, йĕркесĕрлĕх пулнине пĕлтереççĕ?
— Çак чире икĕ енлĕ те теме пулать: унта патологи процесĕ те, йĕркесĕрлĕх те пур. Ĕçке ернĕ çын ниепле те ĕçме чарăнаймасть пулсан («запойран» тухаймасть та теççĕ халăхра), вăл чăнласах чирлĕ, ăна айăплани тĕрĕс мар пулĕччĕ. Мухмăрпа аптăрани, эпилепси тытамакĕсем, вĕрилентерсе куçа тем тепĕр курăнни (белая горячка) — чир паллисем. Çакăн пек лару-тăрура çын хăйне хăй пулăшаймасть, ăна васкавлă ятарлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Тухтăрсем, паллах, çак пулăмсенчен хăтараççĕ.
Ĕçме хăнăхсах çитеймен çын хăй суйлать: малалла та иртĕнсе ĕçмелле-и е киревсĕр йăлана пăрахăçламалла? Час-часах ĕçкĕпе иртĕнсен алкоголизм чирĕпе аптăрасси те инçе мар. Енчен те çын çакна ăнланмасăр, е тата, пачах та ăнланасшăн мар пулса, кирек хăçан та виçене пĕлмесĕр: «Эпĕ нихăçан та алкоголик пулмастăп», — тесе ĕçет пулсан, ку вăл иртĕхни, йĕркесĕрлĕх. Вăл эрех ĕçме майĕпен хăй сисмесĕрех хăнăхса пырать. Çакăнтан вăл киленỹ илет, ăна ỹсĕр пулни килĕшме пуçлать. Пуçĕнче çирĕп шухăш çуралать: эрех-сăра вăл — киленỹ. Майĕпен çак йăлана пăхăнса тăрасси йĕркеленет те ĕнтĕ. Вăхăтра чарăнмасан, чирлесси аталанса пыма, ĕçкĕ-çикĕ тапхăрĕ вăрăмланма, урă кунсен шучĕ чакма пуçлать. Çакăн чухне те вăл хăйне чирлĕ темест-ха, кирек хăçан та чарăнма пултаратăп тесе шутлать. Анчах, шел пулин те, хăй çак пăхăнуран иртеймест.
— Хăш чух чирлĕ çын хăйне алла илнĕ тапхăр та пулать…
— Çапла. Вĕсем çак лару-тăрăвăн, йĕркесĕр хăнăхăвăн пĕтĕм сиенне ăнланса илсе ĕçме пăрахаççĕ, урă пурнăç йĕркине пăхăнма тытăнаççĕ. Анчах нумай вăхăт ĕçмесĕр пурăннă хыççăн пĕр черкке ĕçсех чире çĕнĕрен хускатса яраççĕ. Çак пĕрремĕш черккене ĕçнине йĕркесĕрлĕх, явапсăрлăх теме пулать. Ăна ĕçиччен вăл йĕркеллех вĕт — хăйĕн ĕç вырăнĕнче вăй хурать, автомобильпе çỹрет, хăйне кирек мĕнле лару-тăрура та тытма пĕлет… Пĕрремĕш алкоголь дози хыççăнах вара хăйне алăра тытаймасть. Ĕçме чарăннăскер хăй суйлать: ĕçмелле е ĕçмелле мар çак пĕрремĕш черккене? Ăна ĕçмесен вăл малалла та сывă пурнăçпа пурăнма пултарать. Çакна асра тытмалла: алкоголизм — вăраха каякан чир. Чир çын пĕрмай спирт тыткăнĕнче пурăнса пурнăçран уйрăлнипе е эрех-сăра ĕçмесĕр урă пурнăç йĕрки çине куçса тулли пурнăçпа пурăннипе вĕçленет. Çакă çынран хăйĕнчен нумай килет. Чирлĕ çын чир пуçланнăшăн кăна мар, вăл мĕнпе вĕçленнишĕн те яваплă. Шывсăр, апат-çимĕçсĕр çын пурăнаймасть. Алкоголь вара çын организмĕшĕн наркăмăшлă, сиенлĕ япала анчах, унсăр кирек кам та, çав вăхăтра алкоголик та, питĕ лайăх пурăнаять.
— Алкоголизмран мĕнле хăтăлмалла-ха чирлĕ çыннăн?
— Эрех-сăрана пачах ĕçме пăрахмалла. Ĕçке путнă çын кăшт çеç ĕçме хăнăхатăп тесе шутлани — миф анчах. Алкоголизмпа чирлĕ çын нихăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та виçеллĕ ĕçме пĕлмест. Вăл — ĕçме пĕлмен çын. 10 çул ĕçмесĕр пурăнсан та, алкоголь шĕвекĕ (çав шута сăра та кĕрет) ĕçсен, чирлĕ çын ĕçке ярăнасси патне илсе çитерет. Алкоголизм ĕмĕрлĕх чир пулнине йышăнас пулать. Урă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, çав вăхăтрах урăлăхпа савăнса пурăнма чăннипех те пысăк вăй хумалла. Ку лару-тăрура çывăх çынсем пулăшни пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех специалистсенчен пулăшу ыйтма та вăтанмалла мар. Вĕсем пурнăç, ĕç, эрех-сăра çине урăх куçпа пăхма вĕрентĕç.
Çакна манас марччĕ пурин те: алкоголь вăл пĕвершĕн наркăмăш анчах мар. Шывра путнă тĕслĕхсен 67 проценчĕ, пушарсен 67 проценчĕ, харпăр хăй çине алă хунă тĕслĕхсен 42 проценчĕ эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнипе çыхăнни паллă.

