Округри кашни ялăн хăйĕн теветкеллĕхĕ. Çакă тĕрлĕ программăпа проекта пурнăçа кĕртессинче те, ял хуçалăх, культурăпа спорт аталанăвĕнче те, çынсен хутшăнăвĕсенче те курăнать.
Лаш Таяпа хăйне кура пуян историллĕ ял. 1840 çулта уçăлнă шкулта каярахпа Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх училищин инспекторĕ И.Н.Ульянов пулса курнă. Тĕрлĕ тапхăрта кунтан 8 Раççей Федерацийĕн, 40 яхăн Чăваш Республикин, 4 Тутар Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, 8 ученăй, республикăри Çемен Элкер ячĕллĕ журналистсен премийĕн 4 лауреачĕ вĕренсе тухнă.
Ыран — Физкультурник кунĕ. Çавна май Лаш Таяпа ялĕнчи Физкультурăпа спорт çул-йĕрне çутатни вырăнлă. Асăннă шкулта хăй вăхăтĕнче 27-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Андреев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов пĕлỹ илнĕ. Спорт тытăмĕнче хастарлăхпа палăрса хисеплĕ ят илнисем татах та пур.
Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, спортри ырă йăласене аталантарас тĕлĕшпе паян та малалла ăнтăлаççĕ Лаш Таяпасем. Уйрăмах массăллă спорт енĕсене кăмăллани сисĕнет. 2024-2025 çулсенчи тапхăрта ялта кăна ултă хоккей турнирне йĕркеленĕ, унсăр пуçне Яманчỹрелĕнче Юрий Рахмуллин обществăлла тренер ертсе пынипе ирттернисене те шута илес пулать. Икĕ ялти хоккеистсем округри, ун тулашĕнчи ăмăртусене те тăтăшах тухса çỹренĕ. Чылай чухне ăнăçлă та. Юрий Сергеевичăн вĕренекенĕсем округăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнирĕсене те, «Ырă пăр» ыркăмăллăх фончĕ йĕркелекен вăйăсене те хастар хутшăнаççĕ.
Каласа хăварас пулать: хоккей площадкине шыв сапса, юртан тасатса тăрасси пачах çăмăл мар. Хăш-пĕр шкулта ку ĕç физкультура учителĕсĕр вырăнтан та тапранмасть пулсан, çỹлерех асăннă ялсенчи шкул ачисемпе çамрăксем аслисем каламасăрах пĕлеççĕ мĕн тумаллине. «Ярăнма юрататăн тăк, çунашкуна туртма та юрат», — текен каларăш тĕпре тăрать кунта.
Футбол вăййине те çав тери юратаççĕ Лаш Таяпа тăрăхĕнче. Ку çул пуçламăшĕнчех 40 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем Тутарстанри Пăва хулинче мини-футбол енĕпе «Туслăх Кубокĕ» турнира хутшăнса çĕнтернĕ. Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕсен спортсменĕсемпе те чылайранпа туслă çыхăнура. Елчĕкри «Улăп» ФОКра юстици лейтенантне Станислав Лепешкина асăнса йĕркеленĕ ăмăртăва икĕ команда тăратнă. Тĕлĕнмелли çук: хăш-пĕр территори пайĕн администрацийĕ Аслă Çĕнтерĕве халалланă турнирта вăй виçме 6-7 ялтан 8 çын тупайман пулсан, Лаш Таяпасен вара площадкăна 15-20 спортсмен тухма хатĕр.
Халăх вăййи Таяпасене Самар облаçĕнчи Усоль районĕнчи Черемшан ялĕпе те çывăхлатнă. Хăй вăхăтĕнче унти ял хуçалăх техникумĕнче Анатолий Князев вĕреннĕ. Вăл йĕркеленипе çамрăксем пĕлтĕр унти Т.Яндукова асăнса ирттернĕ турнирта вăй виçсе бронза медальсемпе таврăннă.
Александр Мижеровпа Алексей Воронин ертсе пынипе Лаш Таяпасем Чăваш Енри футбол вăййине юратакансен «Социаллă лига» ушкăнĕнче те тупăшнă: 8 команда йышĕнче.
— Икĕ çул вылярăмăр ку лигăра, малалла чарăнтăмăр — тет Александр. — Расхутсем пысăк, вăхăт çитмест, пухăнса тухма та çăмăл мар — пурте ĕçлĕ.
Çак уйăх пуçламăшĕнче А.Мижеров команди Йошкар-Олари «МАРИ САР» (5х5) турнирта вылянă. Пилĕк регионти 16 командăран хăйĕн ушкăнĕнче «ФБ», «Авангард» (Марий Эл), «Роспитание» (Киров облаçĕ) футбол клубĕсене çĕнтернĕ. Вăййăн 1Ỹ4 пайĕнче Тольяттири «Академия Интер» ушкăна выляса янă. Чи пахи — çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарни, опыт пухни, туслă çыхăну йĕркелени.
Ялта ытти спорт тĕсне те анлă çул панă. Петр Самсонова (çăмăл атлетсен кросĕ), Владимирпа Петр Сметанинсене (кире пуканĕ йăтасси, йĕлтĕрпе чупасси, хоккей), Иван Павлова (ирĕклĕ майпа кĕрешесси, армрестлинг) асăнса округ тата регион шайĕнчи ăмăртусем пуçласа иртмеççĕ.
Физкультурăпа спортăн активлă пропагандисчĕ, Раççей спорт мастерĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пирки каламасăр иртме çуках. Вăл çулсерен хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн çитĕннисем хушшинче округри хоккей турнирне йĕркелет. Кăçалхи мероприятие депутатсен пысăк йышĕ хутшăннăччĕ, ентешĕн парнисем те питĕ сумлă пулчĕç.
Лаш Таяпара спорт кĕрешĕвĕ вăй илесси те шанăç çуратать — секцие ертсе пыма спорт мастерĕн кандидатне Константин Миллина шаннă. Çамрăк спортсменсем валли «Кашкăр йăви» сунар питомникĕнче, кăçалхипе 3-мĕш хут, икĕ эрнелĕх сбор ирттернĕ. Унăн хуçи Леонид Князев кун пирки тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.
— Çичĕ регионтан 70-е яхăн ача канчĕ питомникра, — терĕ Леонид Васильевич. — Пĕтĕм услови туса панă вĕсене. Виçĕ хутчен вĕри апат çитертĕмĕр, экскурсисенче пулчĕç. Планпа килĕшỹллĕн специалистсем куллен тренировкăсем йĕркелерĕç. Сбор вĕçленес умĕн юлташланнă çамрăк атлетсем турнирта вăй виçрĕç.
Унтах Олег Захаров тĕнче класлă спорт мастерĕ алă вĕççĕн çапăçас енĕпе ăсталăх класĕнче ачасенче илĕртỹ çуратнă: чылайăшĕ хăйсене çĕнĕлĕхре тĕрĕслесе пăхнă та.
Ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе Леонид Князев тата унăн команди питĕ пархатарлă ĕç тăвать. Пуçаруçăсене хавхалантармалла, çĕнĕлĕхе анлă çул памалла. Паха тĕслĕхе çитес çул та çирĕплетес тĕллевпе округ хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрни вырăнлă пулĕччĕ.
Питомник ертỹçи алă усса ларакансен йышĕнчен мар. Кăçал, акă, сунарçăсен 10-мĕш биатлонне нумай çынна пуçтарнă вăл: Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш, Тутар, Мари Эл Республикисенчен… 2023 çулта унтах Олег Мустаева асăнса ГСВГ ветеранĕсен республикăри спорт фестивальне йышăннă.
Территори пайĕн тĕп усадьбинче çеç мар, ытти ялта та сывă пурнăç йĕркипе туслă пулни савăнтарать. Вăрăмхăвара Николай Анисимов СССР спорт мастерĕ кашни çулах хăйĕн ячĕпе çăмăл атлетсен кросне пухать, Шăмалаксем Паттăрлăх орденĕн кавалерне Петр Чернова асра тытса мини-футбол турнирне пуçарнă.
Хăш-пĕр территори пайĕнче çулталăкра миçе спорт мероприятийĕ иртет-ши? Пĕрре е иккĕ? Вырăнсенче «массăллă» ятлă «Нацисен кросĕ», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу ячĕшĕн иртеççĕ. Шкул ачисене шута илмесен çитĕннисенчен 3-4 çын хутшăнать-ши?
Лаш Таяпа ялĕн спорт юхăмне паянхи ватăсемпе — яш çулĕсенчи чемпионсемпе çыхăнтарни вырăнлă. Анатолий Кондратьев, Владимир Михеев, Петр Попов, Валерий Яковлев, Николай Самсонов (пурин ячĕсене пĕлеймерĕм те пулĕ — каçарччăр) тĕрлĕ спорт тĕсĕнче палăрса çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнă. Паян та стройра вĕсем — общество ĕçĕнчен юлмаççĕ.
Лаш Таяпасен хăйсен менталитечĕ. Харсăр, хăюллă. Шутланине пурнăçа кĕртме хăнăхнăскерсем. Мăн кăмăллăхпа куштанлăх вĕсемшĕн ют. Спорт мероприятийĕсене хатĕрлесе ирттерессинче унта пĕр шухăшлисен команди вăйлă пулни пулăшать. Юрий Попов депутат, Владимир Меметов, Александр Григорьев, Андрей Иванов, Геннадий Димитриев уйрăм предпринимательсем, Вадим Иванов физкультура учителĕ — нумай ăмăрту спонсорĕсем тата йĕркелỹçисем.
Владимир Аркадьевич пирки уйрăммăн пĕр-ик сăмах. Пуçаруллă, канăçа пĕлменскер. Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме тĕрлĕ пулăшу кỹрекенскер, спортсменсене вĕри апатпа тивĕçтересси таранах. Пĕлтĕр округри Акатуйра çăмăл атлетсен эстафетинче тĕрлĕ ушкăнра 4,5,6-мĕш вырăнсене йышăннă командăсене укçан призпа хавхалантарнă вăл…
Чăваш Енĕн Аслă экономика канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче спорт отраслĕн аталану стратегине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн регионта 2030 çулччен 144 проекта пурнăçа кĕртмелле, физкультурăпа тата спортпа туслă граждансен йышне 70 процента çитерме тĕллев лартнă. Кашни территори пайĕнче Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пек хастарлăх тапса тăрсан ăна пурнăçа кĕртме пулатех.
Николай МАЛЫШКИН.
Лаш Таяпа ялĕ.

