Чăваш Енре çула çитмен çамрăксен пĕтĕм йышĕн пĕрре тăваттăмĕш пайне ĕçе вырнаçтарма хатĕр.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра 14-18 çулсенчи 7800 çамрăк «Раççейри ĕç» кадр центрĕ официаллă йĕркепе ĕçе вырнаçма сĕнекен майсемпе усă курнă. Республикăн Ĕçлев министерствин госпабликĕнче палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçлениччен тата 6700 шкул ачипе студент вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçма, çийĕнчен регион бюджетĕнчен хавхалантару тỹлевне илме пултарать.

