Шкулсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленнине ятарласа çирĕплетнĕ ушкăнсем вырăнсене çитсе хак парасси Елчĕк тăрăхĕнче иртнĕ ырă вăхăтсенчен çирĕпленсе юлнă йăла пулнине пĕлетпĕр. Педагогика коллективĕсем те ку йĕркене тахçанах хăнăхнă, хальхинче те вĕрентекенсемпе ытти техперсонал хăйсем малтан тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ ĕç пỹлĕмĕсемпе классенче комиссие тарават йышăнчĕç.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пыракан ушкăнпа Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулпа Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче, ачасен пултарулăх çуртĕнче тата кунтах вырнаçнă Н.А.Петров Раççей Герой ячĕллĕ Елчĕкри вăтам шкулăн кĕçĕн класĕсенче, А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕпе Ырсамайри Спорт çуртĕнче, Кушкăри тата Лаш Таяпари вăтам шкулсенче пулса куртăмăр.
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул сăн-сăпачĕ юлашки çулсене шал тата тулаш енчен те капăрланса хăтлăланнине куратпăр. Маларах, иртнĕ çул та вырăнти бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса пĕлỹ çуртĕнче самай курăмлă ĕçсем туса ирттернине кура кăçал ытлашши вăй хумалла та пулман.
— Пушар сигнализацийĕн хатĕрĕсене шанчăклăн çĕнетсе улăштарнăранпа халĕ кашни класра тата ытти вĕренỹ кабинечĕсенче сасă хыпарлавĕ ĕçлет, — тесе каласа кăтартрĕ Николай Волков директор.
Шкулăн столовăйне, кухнине пырса кĕме те кăмăллă. Çутă, тирпейлĕ, таса кунта, хуçа пурри сисĕнет. Апат-çимĕç блокĕнчи санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе тĕрĕслекен, кашни пĕчĕк çитменлĕх-кăлтăкшăн çирĕп ыйтакан Роспотребнадзор службин ĕçченĕсем иртнĕ кунсенче шкула çитсе курнă май, асăрхаттармалли сăлтавсем тупайманнине те пĕлтĕмĕр.
Геннадий Волков академика халалланă «Путь Гения» музей вара, чăннипех, Аслă Елчĕк шкулĕн чапĕ, мухтавĕ пулса тăнине çирĕплетсех калама пултаратпăр. Виçĕ çул каялла уçăлнă музейра кам кăна пулса курма ĕлкĕрмерĕ пулĕ. Академик ĕçне тивĕçлипе хаклакан тата унăн пархатарлă ĕçне малалла тăсакан ăсчахсем пĕрин хыççăн тепри çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе кунта тĕрлĕрен конференцисем, семинарсем йĕркелеççĕ. Çавна май шкул коллективĕн яваплăхĕ те калама çук пысăк пулнине ăнланатпăр: музея çĕнĕ материалсемпе пуянлатассипе вĕсен куллен вăй хума тивет.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9-мĕш класра вĕренсе тухакан 13 ачаран 7-шĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма чăваш чĕлхи предметне суйласа илнĕ тата япăх мар балсем пуçтарнă. Çакă предмета вĕрентекенрен Любовь Адюковăран (вĕсен класс ертỹçи те вăл хăй пулнă) нумай килнĕ, паллах. Вĕрентекен ачасене тăван чĕлхене хисеплеме, юратма хăнăхтарассишĕн вĕренỹ çулталăкĕ тăршшĕпех нумай тăрăшнине вара унăн ĕçтешĕсем лайăх ăнланаççĕ.
Николай Волков директор хăй те, çăмăл мар лава пĕр улшăнмасăр 8 çул хушши туртаканскер, ĕçлеме хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Коллективран уйрăлмасть, пурте пĕр йышра, пĕр шухăшлăн ачасене çирĕп пĕлỹ тата воспитани парас ĕçе кỹлĕннĕ вĕсем.
Наталия Петрова ертсе пыракан «Шевле» ача сачĕн коллективĕ те туслă, пĕр чăмăрта пулнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Хăйсем суйласа илнĕ профессире нумай çул чун ыйтнипе тимлекен тата ĕçре пысăк ăсталăх пухнă воспитательсем тăтăшах тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕсенче палăраççĕ. Унта вĕсем хăйсем тĕллĕн те хутшăнаççĕ, çавăн пекех шăпăрлансене те явăçтараççĕ.
17 çынна пĕрлештерсе тăракан йыша кăçал çĕнĕ çын хутшăннине аса илсе хăваратпăр. Диана Егорова воспитательница пулса ĕçлеме тытăннă. Çамрăксенче — малашлăх, пысăк вăй!
2013 çулта шăпах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн хута кайнă çак çутă та капмар çурт малтанхи сăн-сăпатне пĕрре те çухатман пекех. Пысăк территорире те тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать. Тĕрĕслеме килекенсем анчах мар, ашшĕ-амăшĕпе ытти иртен-çỹрекен çын та çакна хăйсен куçĕсемпе курса ĕненеççĕ.
А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультура комплексĕпе Ырсамайри Спорт çуртĕнче (директорĕ — Иван Егоров) комисси йышĕнче газ хуçалăхĕн специалисчĕсем пулнăран, котельнăйсене хутса ăшăтмалли сезона тĕплĕн хатĕрлесе çитернине пĕлтерчĕç.
Çĕнĕ вĕренỹ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслетпĕр пулсан та, сывлăха çирĕплетмелли асăннă икĕ объектра, тĕрĕссипе каласан, каникул пулманпа пĕрех. Вĕсенче çу каçипех округ шайĕнчи, çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем сахал мар иртнĕ.
Тирпей-илем ĕçĕсене те тивĕçлĕ шайра тытса пыраççĕ. Кăçал тăпрара нỹрĕк ытлашшипех пулнăран çум курăкран хăтăлма пит йывăр пулчĕ. Апла пулин те кунти икĕ пысăк территорие те çум курăкран вăхăтлă тасатса тăнă. Унсăрăн куçа йăмăхтаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çакăн пек парка ешереймен пулĕччĕç.
Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк шкулĕн пуçламăш класĕсем вырнаçнă «Паха пĕлỹре» те çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Мĕн тумаллине — классемпе ытти кабинетсене юсав, çĕнĕ тĕс кĕртессинчи ĕçсене пурне те тунă. Вĕрентекенсем те пурте хăйсен ĕç вырăнĕнче, вĕсем черетлĕ хутчен хăйсен юратнă вĕренекенĕсене шкул парттисем хушшинче хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илĕç…
Кушкă шкулĕнче йĕрке, хуçа алли пулни (директорĕ — Родион Портнов) тĕпеле ура ярса пусиччен, урамранах курăнать. Анлă территорире мĕн тĕрлĕ чечек, пахча çимĕç çитĕнет! Вĕсен йăранĕсем хушшинче пĕр çум курăк тупаймăн. Вĕренỹ класĕсенче пулса курма та кăмăллă пулчĕ, малтан тума палăртнă юсав ĕçĕсене пурне те вĕçленĕ ĕнтĕ.
Лаш Таяпа шкулĕнче кăçал ытлашши пысăк юсав ĕçсем пулманпа пĕрех. Ун вырăнне иртнĕ çулсенче вĕрентỹ тытăмне те пырса тивекен «Пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшỹллĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тата территорие хăтлăх кĕртес енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.
Ирина Чернова директор тĕрлĕ çулсенче Лаш Таяпа шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ халĕ те тăван шкул пурнăçĕнчен пĕр утăм та тăрса юлманнине палăртрĕ. Тăван ялти шкул пуласлăхĕшĕн тăрăшса спонсор пулăшăвĕ пама укçи-тенкине хĕрхенмен çынсене тав тунине пĕлтерчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен аван, анчах юлашки çулсенче ачасем сахал пулни çинчен тăтăшах калаçма тивет. Эпир пулнă округ центрĕнчи пуçламăш классенче те çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕнче иртнĕ çулхи 249 ача вырăнне 226-н анчах парта хушшине лараççĕ. Ыттисенче те пĕрешкел ỹкерчĕк: Аслă Елчĕкре — 75 (82 пулнă), Кушкăра — 88 (95), Лаш Таяпара — 127 (137) вĕренекен пуласса шута илнĕ. Шкул çулне çитичченхи ушкăнсенчи ачасем те пỹрне хуçса шутламалăх çеç — сахаллансах пыраççĕ. Округ центрĕнчи ача сачĕсене шута илмесен, Лаш Таяпари шкул çумĕнчи 2 ушкăнра çеç хальхи вăхăтра 26 ача шутланать. Ытти ялсенчи шкулсенче — шăпăрлансем пит сахаллăн…
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: комисси членĕсем — А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче.

