Понедельник, 13 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бригада çула тухать…

Бригада çула тухать…

«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшỹллĕн ялсене тухса çỹрекен мобильлĕ бригадăна халăх хăнăхрĕ те пулĕ ĕнтĕ.

Çапла пулмасăр! Округ центрне автобуссем çỹремеççĕ — çаврăнса килме хĕн. Çавăнпа асăннă проекта ырламалла çеç. Медицина специалисчĕсем малашне те аякри ялсене тухса çỹресен аван пулма кирлĕ.

Иртнĕ эрнере шурă халатлисем Аслă Пăла Тимешре пулчĕç. Виçĕ-тăватă сехет хушшинче чылай тухтăр патĕнче пулма ĕлкĕртĕмĕр. 95 çулхи Юлия Терентьевна Емельянова та юлман.

— Манран Елчĕке çỹресси çук ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Врачсем яла килнипе усă курасах терĕм. Юн пусăмне, сахăр виçине тĕрĕслеттертĕм. Халĕ лайăх хама. Сывлăха тĕрĕслеттерме çакăн пек май туса панăшăн республика Пуçлăхне тав сăмахĕ калатăп.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code