Елчĕк ен ентешлĕхĕ округ тулашĕнчи ентешсене пĕрлештерсе тăнипе пĕрлех округ халăхĕпе та яланах тачă çыхăнура.
Ентешлĕх йĕркеленипе иртнĕ юнкун Елчĕкри «Мечта» кафере пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу иртрĕ. Унта ентешлĕхĕн ертỹлĕхĕпе пĕрле округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ветерансен тата инвалидсен округри канашĕсен пайташĕсем, округри актив хутшăнчĕç.
Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Леонард Левый тухса калаçрĕ. Вăл округăн юлашки 5 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Тунă çитĕнỹсем пирки каланă май пуçлăх вĕсем пĕрлĕхре тата килĕшỹре ĕçленин ырă çимĕçĕ пулнине палăртрĕ.
— Хăй вăхăтĕнче экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче вăй хурса округ аталанăвне тỹпе хывнă мĕн пур ветерана пысăк тав сăмахĕ калатăп. Эсир паян та хастар: общество пурнăçне активлă хутшăнатăр, çамрăксене патриотла воспитани парасси çине тимлĕх уйăратăр, — терĕ Л.Левый сăмахĕсене вĕçленĕ май. Округпа тачă çыхăнса ĕçлекен ентешлĕх пирки те ыррине каларĕ вăл, пĕрлĕхре пулнăшăн тав турĕ. Тăван тăрăхăн пуласлăхĕ пĕрлехи йышăнусенчен килнине ентешлĕх ертỹçи Юрий Карпов, тĕрлĕ уйрăма йĕркелесе пыракан Серафима Терентьева, Федор Волков та çирĕплетрĕç.
Ветерансем ертỹлĕхпе тĕл пулнă май хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусем тавра та калаçрĕç.
Кунтах спортри хастар ветеран-инвалидсене ГТО нормативĕсене ăнăçлă тултарнă ятпа саламласа тивĕçнĕ паллăсемпе чысларĕç.

