Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илем тĕнчин хуçисем

Илем тĕнчин хуçисем

Çут çанталăк кирек хăш вăхăтра та илемлĕ. Çав илеме туйма, уншăн ырă ĕç йĕркелеме пĕлсен пушшех те. Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси хамăртанах килет.

Çакна Хăвăлçырма ялĕнчи Кỹлĕ урамĕнче пурăнакансем — Валерий Анисимовпа Иван Темяшкин хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ.

Унччен пиçен, вĕлтĕрен кашласа ỹссе ларнă лаптăка вĕсем чăн-чăн илем тĕнчине çавăрнă. Тепĕр темиçе çултан, иккĕленместпĕр, кунта туя, хыр-чăрăш ращи сарăлса кайĕ. Йывăçсем йĕри-тавра тирпейлĕн кăна карта та тытса çавăрнă.

Иртнĕ кунсенче ИнформУИК обходчикĕ пулнă май Кỹлĕ урамĕнче пулма тỹр килчĕ. Асăннă илем тĕнчин хуçисемпе курса калаçма та май пулчĕ. Сăмахлама хирĕçлемерĕç-ха, сăн ỹкерттерме аран ỹкĕтлерĕм.

Валерий Анисимов тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче мастерта, Иван Темяшкин Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестра вăй хунă.

«Хамăр тăрăха илем кỹресси — кашнин тивĕçĕ. «Пуçару бюджечĕпе» усă курса чавнă кỹлĕре шыв сахалли те пăшăрхантарать-ха пире. Мĕнле майпа та пулин çавăнта шыв тултарасчех», — хăйсен пăшăрханăвне те пĕлтерчĕç кỹршĕсем.

Кĕркуннене кĕтĕмĕр. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртсе хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Унччен вара кунта çум курăк хуçаланнă. Çак чечексене «кун çути» параканĕ вара — Анюта, Валерий тетен мăшăрĕ.

Пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр шухăшлă пулсан темĕнле ырă ĕç те йĕркелеме пулать иккен. Анисимовсемпе Темяшкинсене манăн «чăн-чăн çут çанталăк тусĕсем» тесе калас килет. Шухăшланă ĕмĕтĕрсене пурнăçлама вăй-хăват, сывлăх пултăр сирĕн!

Зинаида МИХЕЕВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code