Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕр тыррисене акаççĕ

Кĕр тыррисене акаççĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн кăçал кĕр тыррисене 500 гектар акса хăварма йышăннă. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне кунта хальлĕхе 240 гектар хывса хăварнă.

Кирек хăçан та ял хуçалăх культурисен чи лайăх вăрлăхĕсемпе усă курассине малти вырăна хуракан хуçалăхра лаптăксене варăнтарма хальхинче те элита репродукцири вăрлăхсемпе анчах усă кураççĕ. Ку чухне вĕсем кĕрхи туллăн «Московская-56» тата «Московская-39» сорчĕсене суйласа илнĕ.

Яваплă ĕçе пурнăçлама — кĕр тыррисене акма çĕр ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ Владимир Васильев механизатора çирĕплетнĕ. Хуçалăх председателĕ Гурий Федоров та унăн ĕçĕпе кăмăллă, çамрăк пулин те хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнине палăртса каларĕ.

Юрий Изратов уй-хире вăрлăх тата удобрени турттарать. Николай Головин вĕсене тиесе ăсатнă çĕрте тимлет, Владимир Абрамов вара акнă лаптăксене пусăрăнтарать.

Сăн ỹкерчĕкре:Николай Головин механизатор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code