Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç вăрăм та тулли пултăр

Пурнăç вăрăм та тулли пултăр

Паллах, эпир пурте вăрăм та тулли пурнăçпа пурăнасшăн. Пурнăç вĕçне çитиех сывă ăс-тăнпа юласшăн, хастарлăха упрасшăн. Анчах ватлăхран тăрса юлма çук, вăл, çын çитĕннĕ пекех, çут çанталăк процесĕ. Пурте ватăлаççĕ, анчах пурте пĕр пек мар. Пĕрисем мĕн ватăличченех активлă пурăнаççĕ, теприсем сывлăхне çухатса, биологи çулĕсенчен чылай маларах ватăлаççĕ.

Çак ыйтăва Республикăри общество сывлăхĕн тата медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Елена Егорова уçăмлатĕ:

— Шел пулин те, çамрăклăха, пурнăçа тăсмалли универсаллă май çук. Кашнин хăйĕн хăвăртлăхĕ. Çапах та вĕсене хăвăртлатакан е вăрахлатакан темиçе фактор уйăрма пулать. Ученăйсен шучĕпе, ватăлнин хăвăртлăхĕ генетикăран 20 процент, ытти тулашри сăлтавсенчен килет. Шăп та шай çыннăн пурнăç йĕрки ватăласси çине пысăк витĕм кỹрет, хăвăртлатать е вăрахлатать.

Сывă пурнăç йĕркин никĕсĕ: тĕрĕс апатлану, виçеллĕ хускану активлăхĕ, табак туртмасăр, эрехпе иртĕхмесĕр пурăнни. Çаксем сывлăха тата пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кỹрекен тĕп факторсем.

Сывă апатлану йĕркине кирек хăçан та пăхăнмалла. Организма ялан А витамин, В ушкăнри витаминсем, Д витамин, кали, магни, кальци, цинк, селен, йод, омега-3 тата омега-6 çуллă кислотасем кирлĕ. Вĕсене рациона какай, пулă, тинĕс продукчĕсем, çĕнĕ пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл çимĕç кĕртсен илме пулать. Таса шыв та çителĕклĕ ĕçмелле, тăварпа усă курассине чакармалла.

Канупа ыйхă çинчен манмалла мар. Ыйхă пахалăхĕнчен чĕре ĕçĕ, юн тымарĕсен сывлăхĕ, пуç мимипе иммунитет сывлăхĕ килет. Çĕрле çывăрнă чухне организмра пысăк физиологи процесĕсем хута каяççĕ. Пуç мими кун тăршшĕпе илнĕ информацие тишкерет, энерги запасне тултарать, сиенленнĕ клеткăсене юсать. 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла. Çывăрма выртма 22.00-23.00 сехетсенчен кая юлмалла мар. Çывăрас умĕн пỹлĕме уçăлтармалла: пăчă пỹлĕмре ыйхă канăçсăр пулать.

Кунсăр пуçне çын активлăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Кашни кун 30 минут та пулин май килнĕ таран хăвăртлăхпа утмалла. Çакă япаласен ылмашăвне хăвăртлатма, кислородпа клеткăсене тăрантарма, юн тымарĕсене çирĕплетме май парать. Куллен ирхи зарядка тумалла. Шывра ишме, велосипедпа ярăнма тăрăшмалла.

Пуç мимин çамрăклăхне тăсас тесен, ăна интереслĕ те кăткăс задачăсемпе мĕн май килнĕ таран ытларах тиемелле. Сăвăсем тата ют чĕлхесем вĕренмелле, кроссвордсем «шĕкĕлчемелле», интереслĕ тата савăнăç кỹрекен ĕçсем тумалла. Ватăлсан та малашлăхлă ĕмĕтсемпе пурăнни те кирлĕ.

СССР тата Раççей хирургĕ Федор Григорьевич Углов 103 çул вăрăм тата телейлĕ пурнăçпа пурăннă. Вăл çулĕсемпе ватăлсан та статьясем çырнă, вĕрентнĕ, интервью панă, дачăри участокĕнче ĕçленĕ, мăнукĕсемпе вылянă. Ăна Гиннес рекорчĕсен кĕнекине планетăн чи нумай çул ĕçлекен хирургĕ тесе кĕртнĕ. Тăрăшсан кашни çын ĕмĕр пурăнма пултарнине хăйĕн тĕслĕхĕпе кăтартса панă вăл.

Хăйĕн пурнăç опычĕпе усă курса Федор Григорьевич вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшакан 12 принцип йĕркеленĕ:

— Тăван çĕршыва юрат, хỹтĕле ăна. Тăван-хурăнташсене маннисем нумай пурăнмаççĕ.

— Ĕçе, çав шутра алăпа тумаллине, юрат.Хăвăн çемйỹне юрат, яланах уншăн яваплă пул.

— Кирек мĕнле пулсан та хăвна çирĕп тыт, кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса ан кай.

— Кĕлетке виçине шайра тыт. Ытлашши ан çи.

— Ан ĕç, ан турт, унсăрăн ытти канаш усăсăр.

— Çул çинче асăрхануллă пул — вăл сан пурнăçшăн чи хăрушă вырăнсенчен пĕри.

— Тухтăрсем патне вăхăтра кай.Хăвăн ачусене сывлăха пăсакан музыкăран хăтар.

— Ĕç режимне, кану йĕркине пăхăн, çакă ỹт-пĕве ăнăçлă ĕçлеме кирлĕ.

— Вилĕме çĕнтерме çук, анчах пурнăç вăрăмăшĕ нумай чухне хăвăнтан килет.

— Ырă ту, тав тăвасса кĕтмесĕр.

Федор Углов тухтăрăн ăслă канашĕсене ăса хывсан активлă вăрăм ĕмĕре тивĕçĕпĕрех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code