Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлештерекен турнир

Пĕрлештерекен турнир

Шупашкар хулинче пурăнакан ентеш çамрăксем округри ялсенче футбол вăййин «Туслăх кубокне» ирттересси йăлана кĕнĕ. Пуçласа ăна 25 çул каялла Кушкăра Николай Баринов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Малтанхи çулсенче 10-15 команда таран хутшăннă.

Шăматкун черетлĕ турнира Елчĕксем йышăнчĕç. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр хăйсен ăсталăхне 5 команда кăтартрĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Патăрьел хăни, СССР спорт мастерĕ Юрий Моисеев тата А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Иван Егоров саламларĕç. Леонард Васильевич физкультурăпа спорта аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн Артем Кириллова (Тăрăм), Геннадий Кириллова (Елчĕк) Хисеп грамотисемпе, Виталий Егорова (Лаш Таяпа) Тав хучĕпе чысларĕ. Спорт шкулĕн Тавне тивĕçнисен йышĕнче çаксем: Раджив Ахметов (Çĕнĕ Пикшик), Александр Кириллов, Алексей Печков (Елчĕк), Андрей Лапшин (Кармал), Николай Трофимов (Тăрăм).

Стадион-площадкăри кашни тĕл пулу çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Чи нумай очко пухса вара кубока «Элпуç» команда çĕнсе илчĕ. «Елчĕк», «Лаш Таяпа» ушкăнсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Мала тухнă коллективсенчи футболистсем дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç. Чи пултаруллисене вара статуэткăсем парса хавхалантарчĕç: «Чи лайăх вăйăçă» — Владимир Кузьмин, «Чи лайăх хапхаçă» — Петр Воронцов, «Чи лайăх хỹтĕлекен» — Дмитрий Яковлев.

Тĕрлĕ ялсен престол уявне халалланă турнирăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл çамрăксене пĕрлештерет, пархатарлă ĕçсен çулне уçма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code