Воскресенье, 15 февраля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнчене улăштарнă кун

Тĕнчене улăштарнă кун

1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕ — Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕ. Çак кун милитаристла Японие çапса аркатнă тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ.

Асăннă вăрçă 6 çул — 1939 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен — пынă. Çапăçусем 40 патшалăх территорийĕнче иртнĕ. Çăлкуçсем палăртнă тăрăх, пĕтĕмпе 55 миллион ытла çын вилнĕ. Чи пысăк çухату Совет Союзне пырса тивнĕ: 27 миллион.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулăн музейĕнче çак паллă куна халалласа Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Вĕренекенсем совет халăхĕ утса тухнă хăюлăх çулне тата анлăрах тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code