«АСК-Яльчики» ОООра хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас енĕпе хĕрỹ тапхăр тăрать. Кăçал ăна 232 гектар çинче çитĕнтернĕ. Паянхи кун тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 80 ытла гектар çинчен (пурĕ 2300 тонна) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 410 центнерпа танлашать. Вăрлăхлăх акнă лаптăкран пĕр гектартан 250 центнер тухать.
— Типĕрех çанталăкра çĕр улмине шăварсах тăратпăр пулсан, кăçал ку енĕпе çут çанталăк кỹрентермерĕ, нỹрĕк çителĕклĕ пулчĕ. Çавăнпах ку культура уйрăмах ăнса çитĕнчĕ, — пĕлтерет Дмитрий Трофимов агроном.
Çĕр улмин сорчĕсем тĕрлĕрен: «Гала», «Самба», «Ривьера», «Краса Мещеры». «Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтернĕ чух мĕн пур ĕçе агротехника хушнă евĕр йĕркелеççĕ. Вăрлăха тăпрана варăнтаричченех кунта колорадо нăрринчен, проволочникран тата ытти чиртен сыхласа им-çампа варăнтараççĕ. Çум курăк таврашĕ тымарти нỹрĕке туртса ан тăтăр тесе шăтса тухиччен тата шăтса тухнă хыççăн гербицид, каярах сăтăрçăсемпе кĕрешсе фунгицид сапаççĕ. Фитофтора чирĕ алхасасран калчасене, авăрсене çуркунне тата август уйăхĕнче азотпа, микроэлементсемпе апатлантараççĕ.
Кунта çĕр улми вăрлăхне хатĕрлемелли, лартмалли, культурăна пăхса çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли тата упрамалли паха опыта чылай çул çỹллĕ шайра тытса пыраççĕ. Çавна май ытти регионсенчи çĕр улми туса илекен компанисем те хуçалăхра час-час пулса предприяти ĕçченĕсенчен кирлине вĕренсе пыраççĕ, ĕç опычĕпе паллашаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Альбина Максимова çĕр улми суйлакан, Георгий Парамонов комбайнер, Ираида Скапова çĕр улми суйлакан, Дмитрий Трофимов агроном ĕç вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе канашланă самант.

