Вторник, 14 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Комитет ĕçлет

Комитет ĕçлет

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикинче ятарлă комитет (КСВО) ĕçлет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:

«Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен тата унта хутшăнакан салтаксен çемйисене — çĕршыв тата Чăваш Республикин Правительстви енчен — уйрăм тимлĕх. Вĕсем пирĕн пулăшăва тата хăйсемшĕн тăрăшнине туллин туйса тăччăр тесе эпир хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Чăваш Енре ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшас енĕпе тумалли ĕçсен комплекслă планĕнче социаллă хỹтлĕх майĕсене, медицинăпа психологи реабилитацине кăна мар, çавăн пекех йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнма пулăшассине те, çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлессине тата ĕçе вырнаçтарассине те шута илнĕ.

Вăл 2024 çулхи январь уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Ун ĕçне ертсе пыраканĕ — Ольга Николаевна Владимирова. Комитет ĕçĕ-хĕлĕн тĕллевĕ: ветерансемпе тата çар тивĕçне пурнăçлакан салтаксен çемйисемпе тĕл пулса калаçасси, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси. Çакăн пек комитетсем кашни муниципалитетрах пур.

Пирĕн округра унăн ертỹçи — Алевтина Афанасьевна Иванова, СВО салтакĕн амăшĕ. Вырăнти комитет округ пуçлăхĕ çирĕплетнĕ ятарлă планпа килĕшỹллĕн ĕçлет. Контактра та чат уçнă. Комитет ертỹçипе çыхăнмалли телефон: 89520283696.

Сăн ỹкерчĕкре: округ пуçлăхĕ Л.Левый комитет членĕсемпе тĕл пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code