Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăçми туйăм çуратрĕ

Манăçми туйăм çуратрĕ

2024 çул вĕçĕнче эпĕ Белоруссие нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă ентешсен шăпине уçса парас тĕллевпе «Общий путь к Великой Победе» ятпа иртнĕ регионти ăслăлăх конкурсне хутшăнтăм. Екатерина Боброва вĕрентекен ертсе пынипе «Уроженцы Чувашии — участники операции «Багратион» номинацире хамăн тăван — Владимир Ильич Нягин çинчен çырса кăтартрăм.

Округ шайĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă май, кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче проекта Шупашкар хулинче хỹтĕлерĕм, уйăх вĕçĕнче çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнине пĕлтерчĕç. Çапла вара Беларусь Республикине тỹлевсĕр кайса курма путевкăна тивĕçрĕм. Чăваш Енрен пурĕ 100 ача, çав шутран 5-ĕшĕ — пирĕн округран: Елчĕк шкулĕнчен тата Алина Федотова, Кушкăран Карина Михеева, Патреккелĕнчен Александр Миллин, Курнавăшран Эвелина Фомина. 50 ача Минск герой хулапа, тепĕр 50-шĕ Брест крепоçĕпе паллашнă. Эпир Эвелинăпа иккĕмĕш ушкăна лекрĕмĕр.

Инçет çул çỹрев июнĕн 16-22-мĕшĕсенче иртрĕ. Пĕр кун Мускавра Хĕрлĕ площадьре пулнă хыççăн, каç пулттипе поезд Брест хулине çул тытрĕ. Ирхине çитрĕмĕр те. Пире питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕç унта. Малтанах хулан тĕп урамĕсемпе, паллă вырăнĕсемпе паллашрăмăр. Кăнтăрлахи апатлану хыççăн чугун çул музейĕнче пултăмăр. Çакăн пек авалхи техника управĕ те пулать иккен! Халĕччен илтмен те. Унта 50 ытла локомотив, пăравус, тепловоз, вакунсем, пăспа ĕçленĕ машинăсем, хальхи пуйăссем. Каçхине Мухавец юхан шывĕ хĕрринче уçăлса çỹрерĕмĕр. Таса вăл, çутă. Сывлăш питĕ уçă. Парксем, заповедниксем, урамсем хăйсен тирпейлĕхĕпе илĕртеççĕ. Хула çыннисем çут çанталăкпа пĕрлĕхре пулни тỹрех курăнать.

Черетлĕ кун — Брест крепоçĕнче. Пырса кĕнĕ май мана шăплăх çупăрласа илнĕн туйăнчĕ. Унта ахаль стена е палăк çеç мар, вĕсенче кашнинче истори. Кашни кирпĕчре, стенасем çинчи шăтăксемпе çурăксенче хаяр вăрçăн аса илĕвĕсем упранаççĕ. Шалта сăмахпа ăнлантарма çук туйăм ярса илет сана. Ỹт-пỹ сỹлетет. Арканнă казематсем, стена юлашкисем сăмахсăрах иртнине пĕлтернĕн туйăнаççĕ. Ман куç тĕлне «Ăнтăлу» монумент тухса тăчĕ. Аманнă салтак шыв хĕррине шуса çитесшĕн, каскăпа шыв илесшĕн. Сăн-пичĕ ыратупа тулнă хăйĕн. Скульптура куç умĕнче чĕрĕлнĕн курăнать.

Тĕп монумент патне утатпăр. «Паттăрлăх» ятлăскер. Салтак пуçĕпе сăрă чула хиврĕлсе кĕнине сăнарланă. Çапла майпа хỹтĕлевçĕн çирĕплĕхне, чун вăй-хăватне кăтартса панă. Монумент мăнаçлăхĕ аякранах курăнать. Юнашар — сỹнми çулăм. Ун умĕнче хăв тĕллĕнех шăплăха путатăн.

Малалла казематсен тата ишĕлчĕксен территорийĕ витĕр тухрăмăр. Стенасем çинче пульăран, снарядран юлнă паллăсем çаплипех сыхланса юлнă. Салтаксем çырнисем тата. Пĕрне уйрăмах аса илсе юлтăм: «Умираю, но не сдаюсь».

Кăштах кайсан «Героям границы, женщинам и детям, мужеством своим в бессмертие шагнувшим» скульптура композицийĕн ытамне лекетĕн. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех фашистсене хирĕç тăнисем çинчен вăл — пĕрлехи паттăрлăхĕн символĕ.

«Оборона Восточного фронта» экспозиципе паллашатпăр. Кунта та синкерлĕ событин пуçламăш тапхăрне пырса кĕретĕн. Ун пирки залсенчи хĕç-пăшалсем, çырусем, сăн ỹкерчĕксем, хỹтĕлевçĕсен япалисем «каласа» параççĕ. Петр Гаврилов паттăр пограничникăн статуи те уйрăм кăмăл-туйăм çуратрĕ. Крепоçăн оборона музейĕнче те чун-чĕрене витерекен экспонатсем пайтах.

1878 çулта крепоçран 5 çухрăм таран хỹтĕлев линийĕ — 9 форт — йĕркеленĕ. Çав вăйлă çирĕплетнĕ пайсем вăрçă çулĕсенче арканса пĕтнĕ, 5-мĕш форт çеç сыхланса юлнă. Вăл ĕнтĕ халĕ çар зодчестви шутланать.

Каçхине каллех Мухавец хĕррине, хальхинче хунарçăна курас тĕллевпе, тухрăмăр. Брест хунарçи — Виктор Петрович Кирисюк — çĕршыври пĕртен-пĕр хунарçă. Вăл кашни каç 100 ытла газ хунарĕсене çутатса тухать, ирхине сỹнтерет. Çак пулăм хула символĕ пулса тăнă, нумай туриста илĕртет вăл. Хунарçăн тỹмине тĕкĕнсен мĕн шутлани пурнăçланать теççĕ.

Хулари вăрман зоопаркĕпе, наци паркĕн çут çанталăк музейĕпе, ытти паллă вырăнпа та паллаштарчĕç пире. Тепĕр кунĕнче çĕршывăн тĕп хулинче ĕнтĕ эпир. ВДНХра кунĕпе экскурсире пулнă хыççăн каçхине пуйăс шурă Шупашкарăма çул тытрĕ…

Герой Брест крепоçĕн çĕрĕ… Хăйне евĕрлĕ вăл. Ку кисренсе çуннă çĕр çинче тăвакан кашни утăм хисеп, пархатар çуратма тивĕç. Унăн пĕтĕм пайĕ ыратупа, паттăрлăхпа тулнă. Ахаль сукмак та çук унта, кашниех аса илỹсемпе истори патне илсе пыраççĕ. Унтине хăвăн куçупа курас, аллупа тытса пăхас пулать.

Дарья АНТОНОВА.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code