— Ывăл Шупашкарта 5 тăваткал метр лаптăка харпăрлăха илесшĕн. Ăна туянни саккуна хирĕçлени мар-и?
Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ Татьяна Васильева çапла ăнлантарать:
— Виçĕ çул каялла çĕршывра пурăнмалли çуртсенчи, хваттерсенчи пĕчĕк пỹлĕмсене сутма е туянма килĕшỹсем çирĕплетме чарнă. Патшалăх çирĕплетнĕ нормăран пĕчĕкрех пулсан вĕсене çынсем хăш-пĕр чухне туянма е сутма пултараймаççĕ. 2022 çулхи федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн пурăнмалли вырăн статусне илекен чи пĕчĕк пай (лаптăк) виçине палăртнă, вăл 6 тăваткал метрпа танлашать. Унран пĕчĕкрех пулсан хваттерти е пурăнмалли çуртри пая уйăрса туянма е сутма юрамасть. Апла пулин те саккунра хăш-пĕр тĕслĕхре пĕчĕкреххине харпăрлăха парассине те палăртнă. Тĕслĕхрен, вăл еткере куçнă, ăна харпăрлăха харăсах темиçен тата пĕр пек лаптăк илнĕ чухне. Çемье членĕсем хваттере приватизацилесен те нормăран пĕчĕкрех пайсен харпăрлăхçисем пулма пултараççĕ. Амăшĕн капиталĕпе хваттер туянсан, саккунпа килĕшỹллĕн, çемье членĕсен пайне 6-шар тăваткал метртан пĕчĕкрех тума ирĕк парать. Пурăнмалли сертификатпа е патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хваттер туянсан та 6 тăваткал метртан пĕчĕкрех лаптăка харпăрлăха пама-илме юраманни çинчен калакан саккуна пăхăнмалла.

